Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăх, телейлĕ ачалăх

05 июня 2018 г.

Ачалăх, телейлĕ ачалăх

Тинех çитрĕ çулла. Кăçал çанталăкĕ ăшă пулмарĕ пулин те, пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна уявлама пуçтарăннисен кăмăл-туйăмне пĕрех сÿрĕклетеймерĕ. Сивĕ çилпе пĕрлех чупрĕç, вылярĕç, ташларĕç, кулчĕç ачасем.
“Ачалăх вăл - эсĕ тата эпĕ”, - вырăсла сăвă йĕркисем саланма пуçларĕç кĕçех таврана. Çутă та хаваслă уява каникулти ачасем нумайăн пухăннă. Вĕсен аслашшĕ-асламăшĕ- сем, кукашшĕ-кукамăшĕсем, ашшĕ-амăшĕсем те килнĕ хăйсен çывăх çиннисемпе савăнма. Çамрăксем пĕр вырăнта тăмаççĕ, пĕрисем сцена çине юрлама васкаççĕ, теприсем пылак вата туянма черет тăраççĕ, виççĕмĕшсем аттракцион çинче ярăнса киленеççĕ. Кăткăсем пек унталла-кунталла чупаççĕ, кĕшĕлтетеççĕ кăна вĕсем.
Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи сцена çине ачасем тухрĕç кĕçех. Район центрĕнчи ясли-сада çÿрекенсем, искусствăсен шкулĕн-че пĕлÿ илекенсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Куракансем те çамрăк артистсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. “Районта ачасем телейлĕ çитĕн-ччĕр тесе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Йывăр лару-тăрурисене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Çирĕп сывлăх сунатăп сире пурне те, каникулта лайăх канăр”, - ырă сунчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов.
Уява ертсе пыракансем чылай тăрăшрĕç ачасен канăвĕ савăнăçлă пултăр тесе. “Ырă сунатпăр сана, çулла, ăшшупа, хаваслăхупа хăвăртрах çитĕнме эсĕ те пулăш пире”, - терĕç ачасем юлашкинчен.
Мучар ял тăрăхĕнче пурăнакан ачасем те çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче культура çурт-не васканă. Уява ясли-сада çÿрекенсем, шкул çумĕнчи лагерьте канакансем, каникула хăнана килнĕ ачасем пухăннă. “Ачалăх вăл - эпĕ тата эсĕ” выляв программипе паллашма кăмăл тунă вĕсем. Клепа тата Кнопа клоунсем кĕтсе илнĕ ачасене. “Паян кунта пурте туслă”, “Кулăшла çынсем” тата ытти вăйăсене вылянă пĕрле. Ачасем пурте активлăх кăтартнă уявра. Юлашкинчен вĕсене пылак çимĕçпе хăналанă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика