Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче

08 июня 2018 г.

Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче

Чăваш Республикинче ачасен çуллахи канăвĕ- пе сиплевĕн реестрне кĕртнĕ 452 организацирен 20-шĕ сывлăха çирĕплетмелли стационарлă учреждени, 357 шкулти, социаллă ыйтусене тивĕçтерекен тытăмсен никĕсĕ çинче йĕркеленĕ кăнтăрлахи тата талăкĕпех ĕçлекен - 10, палаткăллă 62 лагерь, ĕçлевĕн - 1, хутăш 2 лагерь шутланать.
“Звездный” лагерьте - “Юнармия”, “Фаворит”, “Артлето”, “Кадеты” профильлĕ сменăсем, “Золотой колос” ятлинче “Экология”, “Робототехника, 3D моделирование” юхăмсем ĕçлеççĕ, “Созвездинче” - тăван чĕлхене юратма хăнăхтараççĕ, “Солнышко” лагерьте “Сводный детский хор” профильлĕ смена пур.
Кăçал шкул ÿсĕмĕнчи ачасен 65 процентне лагерьсенче сывлăхне çирĕплетме явăçтараççĕ, йывăр лару-тăрури тепĕр 48 пин ачан канăвне те тивĕçлĕ шайра йĕркелеççĕ.
2018 çулхи канупа сиплев кампанин бюджечĕ 470 ытла миллион тенкĕпе танлашать.
Районти тăхăр шкул çумĕн- че сывлăха çирĕплетмелли тата профильлĕ лагерьсем ĕçлеççĕ. Пĕр смена 21 куна пырать. Кашни кун интереслĕ те усăллă пулăмсемпе пуян.
“Çут çанталăкра хăвна йĕр-келлĕ тытмалли правилăсене пăхăн” девизпа иртрĕ Тăвайри вăтам шкулти “Геолето” ятлă кун. Елена Павлова учительница малтан парксенче, шыв объекчĕсенче вĕренÿ ĕçĕсене, тивĕçлĕ правилăсене пăхăнса, ирттересси çинчен калаçу йĕркеленĕ. Унтан “Çут çанталăка ан пĕтер, юрат ăна тата упра” темăпа туслă лару-тăрура сăмах пуçарнă ачасем, кайран экскурсире пулса çут çанталăк пулăмĕсемпе, тăван тавралăхпа çывăх паллашнă.
Лагерьти виççĕмĕш куна çамрăксем спорта халалланă. Тăвайри вăтам шкултисем ирхине зарядкăран пуçланă. Апатланнă хыççăн чăн-чăн юмах мероприятийĕ иртнĕ, çамрăксем А.С.Пушкин юмахĕ- сем тăрăх хатĕрленĕ викторина ыйтăвĕсене хуравланă. Кăмăл тăвакансем виçĕ ушкăна уйрăлнă, юмахсен станцийĕ- сем тăрăх çул çÿреве тухнă. Кашнинчех ачасене интереслĕ задани кĕтнĕ, ăна тĕрĕс пурнăçласан командăна саспалли панă, вĕсене пухса ачасен асамлă сăмах пĕлмелле пулнă. Ку вăййа пурте хаваспах хутшăннă.
Йăнтăрчăри шкулта вĕренекенсем “Журчанка” тата “Солнышко” ятлă командăсене уйрăлса “Хаваслă стартсем”, “Пионербол” вăйăсенче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Иккĕмĕш ушкăнĕ пур ăмăртура та мала тухнă.
Тăрмăш шкулĕнчи лагерьти ачасем те кашни куна усăллă йĕркелеççĕ. Вĕсем “Безопасное колесо” ăмăртура тупăшнă. “Çул-йĕр правилисене пĕлекенсем”, “Малтанхи пулăшу парассин никĕсĕсем”, “Велосипедпа фигурăсем туса ярăнасси” станцисенче ачасене тĕрлĕ тĕрĕслев кĕтнĕ. Маршрутра велосипедпа пынă чухне заданисене тĕрĕс пурнăçлама тăрăшнă çамрăксем, çапла спорт çинчен çĕннине чылай пĕлнĕ вĕсем.
Тĕмерти шкулти лагере çÿ- рекенсем малтанах Тăвайра йĕркеленĕ ачасен уявĕнче пулса кăмăл-туйăмне çĕкленĕ. Тепĕр кунĕнче Олимпиада вăййисем пирки сăмах пуçарнă, хăйсем те тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшнă.
Шкулсен çумĕнчи лагерьсенче çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассипе, çул-йĕр çинче тимлĕ пулассипе тата ытти калаçусем йĕркелеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика