Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канма та вăхăт çитрĕ!

15 июня 2018 г.

Канма та вăхăт çитрĕ!

Çуллахи савăк та ырă кунсене шкул ачисенчен ытларах кам юратĕ-ши!
Тăхăр уйăх кĕтнĕ-çке вĕсем çулталăкри чи вăрăм, чи хаваслă каникула!
Каникул... Сăмахĕ те “кан” та “кул” тенĕ пекех илтĕнет вĕт. Чăннипех те, вĕренÿрен, уроксенчен пушаннă ача-пăчан канса илме те, выляса-кулса савăнма та тинех вăхăчĕ пур ĕнтĕ. Умра - çу пек çемçе кунсем.
Элпуçĕнчи вăтам шкулăн 114 вĕренекенĕ ăнăçлă вĕçлерĕ кăçалхи вĕренÿ çулне. Ытларахăшĕ - “4”, “5” паллăсемпе. Уйрăмах иккĕмĕшсемпе тăваттăмĕш- сем, саккăрмĕшсемпе вуннăмĕш классенче вĕренекенсем маттур пулчĕç. Вĕренÿ-ре çеç мар, ытти енĕпе те пултаруллă пирĕн шкул ачисем. Республикăра, районта иртнĕ олимпиада-конкурссенче, тĕрлĕрен ăмăрту-вăйă- сенче те палăрчĕç вĕсем. Чи хастаррисем: Настя Моисеева, Настя Борисова, Оля Никифорова, Саша Кабаков, Оля Григорьева, Милана Ефремова, Марина Никитина, Вика Ильина, Даша Борисова, Артем Яковлев, Юлия Павлова, Вероника Ильина, Лилия Петрова, Глеб Никифоров - шкул чысне çÿле çĕклекенсем!
Каникул пуçланчĕ пулин те вĕренÿ çурчĕ ачасен хаваслă сассипе янăраса кăна тăрать-ха. Шкул çумĕнчи виçĕ лагерь ĕçлет кунта хальхи вăхăтра. Сывлăха çирĕплетекен икĕ тата профильлĕ тепĕр лагерь хăйсен ĕçне июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнчĕç. Тĕрлĕ мероприятисенчен пуян программăсем хатĕрленĕ канакансем валли. 55 ача экскурсисемпе походсене çÿресе, вăйă-ăмăртусенче тупăшса, çут çанталăк ырлăхĕпе киленсе, столовăйра хатĕрлекен техĕмлĕ апатпа сăйланса хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарĕ, вăхăта та усăллă ирттерĕ. Вĕсен канăвне йĕркелекенсем - С.Константинова, Н. Ильина, И.Петрова, С.Александрова, А.Николаев, Т.Кузнецова, П.Никифоров воспитательсем тата ЧППУ студенчĕсем Е.Иварбеева, О.Иванова вожатăйсем.
Канса вăй пухнă, çут çанталăк ытамĕнче кăмăл-туйăма çĕкленĕ, сывлăха çирĕплетнĕ хăйĕн вĕренекенĕсене шкул авăнăн 1-мĕшĕнче алăксене яри уçса, ырă сунса кĕтсе илĕ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика