Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Специалистсем - инвалидсем патĕнче

20 июля 2018 г.

Специалистсем - инвалидсем патĕнче

Чăваш Ен Ĕç министерствин Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Марина Иванова тата районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем инвалидсем мĕнле условисенче пурăннине тата социаллă пулăшу пахалăхĕ епле пулнине тĕпченĕ. Ватăсене социаллă тавралăх, социаллă йăла тата социаллă психологи реабилитацийĕ енĕпе консультаци пулăшăвĕ панă. Çавăн пекех Галина Григорьева уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çуртшăн тата коммуналлă пулăшушăн тÿлеме социаллă пулăшу памалли формăсем çинчен каласа ăнлантарнă. Федераци çăмăллăхĕпе усă куракансене - вăрçă инваличĕсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, çапăçу вырăнĕсенче пулнă ветерансене, пĕтĕмĕшле чир енĕпе инвалида тухнисене пурăнмалли çуртшăн тата коммуналлă пулăшушăн тÿлеме уйăхсерен укçан компенсаци параççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика