Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулла лайăх уявра савăнма

27 июля 2018 г.

Çак кунсенче Туçи-Шĕмшеш ялĕн уявне йĕркелесе ирттернĕ. Хальхи вăхăтра ял уявне пур çĕрте те ирттерме тăрăшаççĕ. Акă Туçи ялĕн çыннисем те хаваспах пĕр шухăшлă пулса праçника пухăннă. Кунта хăна-вĕрле чылай килнĕ.

Ял уявĕпе пурне те Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Марков саламланă. Вăл çакăн пек уявсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, мĕншĕн тесен кунта тĕрлĕ ăру пуçтарăнать, ял-йыша туслăрах пурăнма май парать тата малалла аталанма шухăш-ĕмĕтсене «çураттарать», çĕнĕлĕхсем патне ăнтăлма хистет. Çавна май В. Марков уява килнисене саламланă, праçнике йĕркелекенсене тав тунă, çирĕп сывлăх, телей, юрату, ăнăçу суннă. Ялти хастарсене те палăртмасăр иртмен - Тав хучĕсемпе чысланă, юбилярсене саламланă.

Уяв программине илемлĕ юрă-ташăпа пуян хатĕрленĕ. Çак ялтах çуралнă Людмила Романова (Засыпкина) (халĕ «Шупашкар» коллективра) хаваслă концерт йĕркеленĕ. Унта Шĕмшешри культура çурчĕн ĕçченĕсем те хутшăннă.

Уяв вăхăтĕнче ялти чи сумлă та аслă ăрури çынсене палăртмасăр иртмен. Вĕсене парнесем парса савăнтарнă. Уяв сĕтелĕ те тутлă апат-çимĕçрен тулăх пулнă. Шашлăк, шÿрпе пĕçерме ÿркенмен Туçисем.

Çамрăксем спорт лапамĕнче вăхăта ирттернĕ. Каçхине ял çыннисем дискотекăра ташланă, фейерверк янă. 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика