Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Цифрăллă телевидени кăна пулать

2019 çулхи январь уйăхĕнчен Раççей цифрăллă телевидени çине куçать.

Чăваш Республикинче пурăнакансен 99 проценчĕ цифрăллă телевиденин икĕ мультиплексне (20 канал) тата виçĕ радиоканал курма пултарĕ.

Енчен те хальхи вăхăтра сирĕн телевизор çинче Пĕрремĕш каналăн, НТВ, СТС каналсен (çитес вăхăтра - "Россия 1" каналăн) логотипĕсем çумĕнче "А" саспалли пур-тăк, çакă эсир аналоглă (кивĕ) телевиденипе усă курнине пĕлтерет.

Цифрăллă телевидени унчченхинчен пахалăхлăрах, ăна (20 канала) тỹлевсĕрех курма пулать. Çак каналсене курас тесен DVB-T2 форматлă телевизор е кивĕ телевизор валли цифрăллă приставка туянмалла. Кивĕ телевизор хуçисем çитес çулхи январь уйăхĕччен асăннă приставкăна туянмасан чылай федераллă телепрограммăна кураймĕç.

Цифрăллă телевидени çине куçассипе çыхăннă ыйтусем пулсан 8 800 220 20 02 номерпе "вĕри лини" çине шăнкăравлама е ртрс.рф адреспа интернет-портала кĕме пултаратăр.

А.СЕМЕНОВА.



"Пирěн пурнăç"
01 августа 2018
10:22
Поделиться