АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсав ĕçĕнче строительсем çитмеççĕ

07 августа 2018 г.

Юсав ĕçĕнче строительсем çитмеççĕ

Ир кÿлĕмех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкул территорийĕнче мăлатук шаккани илтĕнет. Кĕçех вăл бензопăчкă сассипе ылмашăнать. Çакă вара кунта пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пынине çирĕплетет те.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен темиçе эрне çеç юлать. Çак тапхăрта вара вĕренÿ учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленĕç-и; Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕлĕшпех ĕнтĕ асăннă шкул директорĕпе Владислав Волковпа тĕл пулатăп.

Вĕрентекенсем черетлĕ отпускра пулин те Владислав Константиновичăн кану çинчен шутлама вăхăт çук. Директор кашни кунах шкулта. «Кил хуçи» строительство ĕçĕсем епле пынине сăнасах тăрать. Эпĕ шкула çитсе кĕнĕ чухне те вĕренÿ учрежденийĕн çурт тăррине витекен строительсен ушкăнĕпе калаçатчĕ. Малтанхи кун пурнăçланă ĕçсене пăхса тухатчĕ.

- Элĕкри вăтам шкулта «Чăваш Республикинчи 50 процент е унран та ытларах кивелсе юрăхсăра тухнă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан патшалăх вĕренÿ учрежденийĕсен, муниципалитетсен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен çурчĕ- сенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттересси» çумпрограммăпа юсав ĕçсем иртеççĕ. Икĕ тапхăрпа вĕренÿ учрежденине хăтлăх кĕртетпĕр. Кăçал юсав ĕçĕсене 16 443 417 тенкĕлĕх пурнăçламалла. Асăннă укçа-тенкĕн ытларах пайĕ республика бюджетĕнчен килнĕ. Ку сумма 14 799 045 тенкĕпе танлашать. Тепĕр 1 644 372, 38 тенкине вара вырăнти бюджетран уйăрнă, - каласа парать Владислав Константинович.

Шкул директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, кун пек юсав ĕçĕсем çинчен вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те тахçанах ĕмĕтленнĕ. Вĕренÿ учрежденине хăтлăх кĕртессипе пысăк строительство тата юсав ĕçĕсем шкул тунăранпа та ирттермен. Вĕренÿ çурчĕ вара 1985 çулта хута кайнă. 2008 çулта вĕренÿ учрежденийĕн тăррине çĕнетнĕ пулнă. Унтанпа вунă çул иртнĕ. 5-6 çул каялла спортзал юсанă.

Юлашки çулсенче шкул администрацине çуркунне, кĕркунне тата шалкăм çумăрсем çусан шыв анни пăшăрхантарнă. Çавăнпа та шкул тăррине çĕнетес тĕлĕшпе пĕрре мар ыйтупа тухнă.

Районти ытти вĕренÿ учрежденийĕсенчи пек вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕпе пĕрлех Элĕк-ре юсав ĕçĕсене пуçлама май килмен. 9-мĕшсемпе 11-мĕш классем кунта Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытнăран вăхăт тăсăлса кайнă. Июнĕн 22-мĕшĕнче çеç ĕçсем пуçланнă.

«МСО Аликовская» подряд организацийĕ шкул çурчĕн тăррине улăштарассине хăй çине илнĕ. Строительсен икĕ ушкăнĕ ĕçе пикеннĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн çурчĕн тăррине çеç çĕнетмеççĕ-ха ăстасем. Владислав Константинович пĕлтернĕ тăрăх, ку тапхăрччен кабинетсенче вентиляци япăх ĕçленĕ. Çавăнпа та чи малтанах строительсем шкулти мĕнпур пÿлĕмри вентиляцие тивĕçлĕ шая çитернĕ. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта вĕренÿ учреженийĕнче сивĕ пулнине те палăртмасăр иртме çук. Çакă пĕтĕмпех мачча ăшă тытманнипе çыхăннă тесе шутлать шкул директорĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе строительсем маччана ăшă тытакан тунă.

Шкулта шалта та пысăк ĕçсем пыраççĕ. Строительсен тепĕр бригади ăшă пăрăхĕсене çĕнетессипе ĕçлет. Вĕсене çуса тасатаççĕ. Çавăн пекех кашни кабинетах ăшă тата сивĕ шыв кĕмелле тăваççĕ, умывальниксем улăштараççĕ. Ку чухне туалетсене çĕнетессипе те пысăк ĕçсем пуçланнă. Кунта пĕтĕмĕшле сантехникăна çĕнетеççĕ.

Тепĕр ушкăн вара пÿлĕмсенчи кивелсе тĕсне çухатнă алăксене вырнаçтарассипе тимлет.

- Паянхи куна юсав ĕçĕсене тăвассипе 32 çын тăрăшать, палăртнă ĕçсен 50 процентне çеç пурнăçланă. Çавăнпа та чĕрере пăлхану хуçаланнине пытармастăп. Çитес тапхăртах ĕçе вĕçлеме сантехника енĕпе ĕçлекен специалистсем çитменни ура хурать. Малтанхи тапхăрта субподрядчиксем строительство материалĕсене кÿрсе килсе парассипе вăхăта тăсни те паян васкарах ĕçлеме хистет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне ĕçе пĕтĕмĕшле вĕçлес тĕлĕшпе отпускран тухнă водительсене, хуралçăсене те ĕçе явăçтарма тиврĕ. Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшакан персонал вара пĕчĕк юсав ĕçĕсене пурнăçлать, - пăшăрханăвне пытармасть В.Волков шкул директорĕ.

Владислав Константиновичпа калаçнă май вĕренÿ учрежденийĕн администрацийĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсен хăрушсăрлăхĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Тивĕçлĕ органсем ятарлă тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкул ачасен шучĕпе террорла хăрушлăхпа 1-мĕш категорине лекет. Çавăнпа та хăрушсăрлăх йĕркине çирĕплетме, йĕри-тавралла сăнав камерисем, шкула, ун территорине ют çынсем кĕрсе çÿресрен ятарлă хатĕр вырнаçтарма сĕннĕ. Ку енĕпе кăçалах ĕçлеме пуçланă шкулта. Видеодомофон вырнаçтарĕç, пропускпа çеç кĕмелле пулĕ. Хăрушсăрлăхпа çыхăннă мĕнпур ĕçе вара шкул хăйĕн укçи-тенкипе туса ирттерет. Ку тĕлĕшпе питех те пысăк сумма кирлĕ пулнăран пĕр çултах ĕçе вĕçлейменнине палăртаççĕ.

                                 Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика