Чутеевское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуб уçăлни - пысăк савăнăç

03 августа 2018 г.

Клуб уçăлни - пысăк савăнăç

Культура çурчĕ - ялта çынсене савăнăç кÿрекен, ачасен, çитĕннисен пушă вăхăтне усăллă ирттермелли вырăн. Кунта пухусем, уявсем, концертсем, тĕрлĕ кружоксем йĕркелеççĕ.
Ĕлĕк ялта клуб та пулман. Çынсем чиркĕве кăна çÿреме пултарнă. Хĕрарăмсем кÿр- шĕне е урама пухăнса ларса калаçнă, купăспа каласа юрланă, ялти тĕрлĕ хыпарсене сÿтсе явнă.
Хĕлле çамрăксем улаха пуçтарăнса çурта çутипе тĕрленĕ, çыхнă, юрланă, вылянă. Çулла урамра савăннă, ташланă. Каçхине ялта купăс сасси янăраса тăнă. Кашни урамрах хăйĕн купăсçи пулнă е балалайкăпа вылянă. Е тата вăрман хĕррине вăййа тухнă. Унта çамрăксем темиçе ялтан пухăннă, пĕр-пĕринпе туслашнă. Ишпуç вăрманĕ патĕнче, Киреметре Чутей, Çĕнĕ Ишпуç, Хучсан ялĕсенчи çамрăксем вăййа тухнине аса илеççĕ ватăсем.
1919 çулта чиркÿн хурал пÿр- тĕнче вулавăш çурчĕ (изба-читальня) ĕçлеме пуçланă. Малтанхи библиотекарĕн ячĕ паллă мар. Каярахпа комсомол секретарĕнче ĕçленĕ Егор Васильев тăрăшнă. 1938 çулта А.Т.Шамбулина (Михайлова), вăрçăччен - И П.Куракин, вăрçă вăхăтĕнче Азов хушаматлă вырăс (Ленинградран эвакуаципе килнĕ) ĕçленĕ.
1933-1934 çулсенче чиркÿ çурчĕ хупăннă хыççăн тепĕр çулне кунта клуб, колхоз правленийĕ, ял Совечĕ ĕçлеме тытăннă. Хаяр вăрçă вĕçленнĕ хыççăн клуб заведующийĕ пулма фронтран таврăннă П.Куракина шаннă.
1955 çулта Чутей ялĕнче клуб çумне çурт тĕксе лартса вулавăш тунă, библиотекарьте М.А.Богатырева, Н.Г.Богатырев ĕçленĕ. Вăл вăхăтра пур мероприяти те библиотекăра иртнĕ. Колхозниксем пухăнса хаçат-журнал, кĕнеке вуланă, радио итленĕ, каярахпа шашкăлла, шахматла, доминолла вылянă, телевизор курнă. Клубра, паллах, ташăсем, концертсем, Çĕнĕ çул уявĕсем иртнĕ, кино кăтартнă. Анчах та, эпĕ астăвасса, икĕ кăмакапа хутса ăшăтнă пулин те питĕ сивĕччĕ. Пире, ача-пăчана, вырăн çитместчĕ. Урайĕнче, экран айĕнчех кино курса лараттăмăр.
1971 çулта чиркÿ çуртĕнчен тунă клуба ишсе, кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă культура çурчĕ хута кайнă. Шупашкартан, тĕрлĕ ялсенчен килсе тата ялти пултарулăх ушкăнĕ концертсем, спектакльсем кăтартма пуçланă, кашни каç кино курма пултарнă, шкул ачисем валли кăнтăрлахи кинокурав та йĕркеленĕ. Каçхи вăхăта ял çыннисем аван ирттернĕ, хĕрарăмсем тĕрлĕ кружока çÿренĕ, пухусем, лекцисем иртнĕ. Сăмах май каласан, И.Я.Гурин совхоз директорĕ пулнă вăхăтра илемлĕх ертÿçи Г.Ф.Ефимов (1968-2008 ç.ç.), клуб директорĕ Н.В.Ефимова (1983-2006 ç.ç.) аллă çынран тăракан хор йĕркеленĕ. Тĕрлĕ ялсене концертсемпе, спектакльсемпе тухса çÿренĕ, районти конкурссене хутшăннă, фермăсенче, бригадăсенче, йĕтемре, уйра акакансем умĕнче юрланă. Н.Ефимова тăрăшнипе клуб çумĕнче фольклор ушкăнĕ ĕçленĕ. Кашни çул хĕле ăсатмалли уяв, акатуй иртнĕ, ялĕпе клуба пухăнса каччăсене салтака ăсатнă. Çамрăксем тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. Г.Ефимов баянпа хавхалантарса пырса ташă каçĕсем ирттернĕ. Культура çуртĕнче библиотека та вырнаçнă. Библиотекарьте Н.Г.Богатырев, В.Петрова, Л.Тимофеева, Е.Васильева (1976-2016 ç.ç.) ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Н.Матвеева (2016 çултан) тăрăшать.
Çулсем иртнĕ май ку клуб та юхăнчĕ. 2017 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче чутейсемшĕн чăн-чăн уяв çитрĕ - 106 вырăнлă çĕнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ! Пÿлĕм- сенче ăшă, çутă, хитре. Пырса кĕрсен чун савăнать. Кунта вăрçа хутшăннă, пирĕн телейлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă ял çыннисене асăнса “Яланах асра тытăр!” тата ытти стендсене те курма пулать.
Кашни уйăхра (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.П.Куклов тăрăшнипе) Шупашкарти чаплă эстрада юрăçисем килсе чутейсене савăнăç кÿреççĕ. Çĕнĕ Пуянкасси, Тăвай артисчĕсем те пулса курчĕç. Культура çуртĕнче тата библиотекăра тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем иртеççĕ.
Чутей клубĕ çумĕнче “Кĕтне шевлисем” пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. Хастар хĕрарăмсен ячĕсене асăнса хăварас килет: Е.Шамбулина, В.Куприянова, С.Шамбулина, Л.Белкова, О.Чайкина, В.Волкова, Н.Тимофеева, Г.Уездная. Çĕнĕ культура çурчĕ уçăлнăранпа вĕсем темиçе хутчен те ял çыннисене концерт лартса савăнтарчĕç. Çĕнтерÿ кунне халалланă уява вара вĕсемсĕр пуçне шкул ачисем те хутшăнчĕç. Канашри педагогика колледжĕнче вĕренекен Диана Ефимована куракансем чăн-чăн артистка вырăннех йышăнчĕç. Вăл чăвашла, вырăсла, тутарла юрăсем шăрантарчĕ.
Культура çуртĕнче П.А.Куракин, О.Ефимова, С.Т.Бараматов, В.Я.Гурин, Г.Ф.Ефимов, Н.В.Ефимова, В.И.Волкова, Н.И.Тимофеева (2014 çултан), киномеханикре П.Михайлов, Н.Иванов (Çĕнĕ Ишпуç), Н.Янбашев чылай вăй хунă.

 

                                       З.Иванова

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика