Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма ĕçĕсем пуçланчĕç

31 июля 2018 г.

Çĕр ĕçченĕ ялта яланах тĕп вăй шутланнă. Унран тырă-пулă тухăçĕ нумай килнĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Юрий Никифоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕ, Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ, «Колос» общество кĕрхи тулă вырма пуринчен малтан тухрĕç. Ку хуçалăхсен тĕш тырă культурисене 1306 гектар, çав шутран кĕрхи тулă 389 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Асăннă хуçалăхсен комбайнĕсем уй-хире тухиччен пурте техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, ĕçе хутшăнма хатĕрри палăрнă. Хĕрÿ тапхăра «Акрос-1500», «Полесье-1218», «Дон-1500», «Енисей-950» комбайнсем те хутшăнаççĕ. Кăçал çĕр ĕçченĕсен тĕш тырă культурисене 9333 гектар çинчен пухса кĕртмелле.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика