Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ "пĕчĕк" те, ĕçĕ курăмлă

25 июля 2018 г.

img_3168.jpg

 
ХАЛĂХА ĕçпе тивĕçтерес ыйту хăйĕн çивĕчлĕхне çухатман-ха. Пуçаруллă та харсăр çынсем хăйсен ĕçне йĕркелесе укçа-тенкĕ тупăштарнине ырламалла кăна. Мускава е ытти çĕре ĕç шыраса кайиччен çамрăксем хамăр патăрта вырнаçни демографи лару-тăрăвне лайăхлатма та пулăшĕччĕ.

Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 306 субъекчĕ ĕçлет. Пурĕ 266 уйрăм предприниматель тăрăшать, çав шутра 57 хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Пĕчĕк предприятисем 40 шутланаççĕ. Иртнĕ çул вĕсем 367,6 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. 2016 çулхипе танлаштарсан - ỹсĕм 105,1 процент. 
 
Пĕчĕк предприятисем çинчен калаçу пуçарсан эпĕ яланах «РЭМИСС» ОООна ырăпа аса илетĕп. Унчченхи «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕн арканма пуçланă çурт-йĕрне тĕпрен юсаса, çĕнĕ хуçасем хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен производство йĕркелесе ячĕç. Пĕлтĕр кунта тата икĕ цех уçăлчĕ: тимĕр-бетон конструкцисемпе арматура цехĕсене тума 50 миллион тенке яхăн тăкакланă.
 
Предприятире халĕ 28 çын ĕçлет. Производство анлăланнă май рабочисен йышĕ тата та ỹсмелле.
 
«РЭМИСС» ООО кун-çулĕ вăрăм мар-ха - ăна 2007 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче регистрациленĕ. Тĕп ĕçĕ - автомобиль çулĕсемпе кĕперсем тăвасси тата юсасси. Çул айĕпе шыв юхмалли тимĕр-бетон пăрăхсене те вĕсем туса хатĕрлеççĕ. Тимĕр-бетон кăшăлсемпе свайсем, çул-йĕр палли лартмалли никĕс тата ытти те лайăх сутăнаççĕ.
 
Предприяти 2014 çулта бетон завочĕ хута яни те экономикăна çирĕплетме нумай пулăшнă. Кунта хатĕрлекен тимĕр-бетон конструкцие Атăлпа Вятка тăрăхĕнчи çул-йĕр тăвакансем хапăл тусах туянаççĕ.
 
«РЭМИСС» ООО генеральнăй директорĕ Минхайдяр Юсупов каланă тăрăх, предприяти Шăмăршă районĕн бюджетне кĕмелли налуксене вăхăтра тỹлесе пырать. Ĕç укçи енĕпе те парăм çук.
 
Çулталăк каялла çак предприятире Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин пулнăччĕ, «РЭМИСС» ĕçне лайăх хак панăччĕ.
 
Районти çул-йĕр лайăхланса пырасси «РЭМИСС» ООО тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Çакна Шăмăршăран Чукал енне каякансем уйрăмах асăрхаççĕ, çул тăвакансене чĕререн тав тăваççĕ.
 
Çул тунă çĕрте малта пыракан инноваци технологийĕпе усă курни те ĕçе лайăхлатма пулăшать.
 
Ив.САЛАНДАЕВ. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика