Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх хорĕ - лауреат

Халăх хорĕ - лауреат

Июлĕн 26-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче Олимпиада Агакова юрăç тата композиторăн республикăри музыка фестивалĕ пулнă. Олимпиада Агакова - паллă композитор пулнă пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕ. Вăл нумай юрă пуххисен авторĕ. Фестивалĕн конкурс программине Элĕкри культура çурчĕн «Ветеран» халăх хорĕ те хутшăннă. Хастар йыш «Йăмраллă ял», «Сурăм вăрмань» юрăсене шăрантарнă. Коллектив «Хорсем» номинацире I степеньлĕ Лауреат дипломне тивĕçнĕ. Çавăн пекех халăх хорĕн хормейстерне, композитора, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членне Владимир Терентьева та фестивале хастар хутшăннăшăн, халăх музыка культурине аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн Диплом парса чыс тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 июля 2018
11:05
Поделиться