Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Афганецсене асăнса - палăк

Афган вăрçи пулнăранпа чылай çул иртнĕ. Апла пулин те вăл офицерсемпе салтаксен чĕрисенче упранать. Хăй вăхăтĕнче Афганистанра службăра тăнă тата вăрçине хутшăннă салтаксен аса илĕвĕ нихăçан та сÿнмĕ. Çавна май патриотизм туйăмне аталантарма тата асăннă вăрçăра пуçне хунă воин-афганецсене асăнса Шĕмшеш салинче палăк лартма шутланă. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче паянхи кун Афган вăрçинче пулнă 5 ветеран шутланать. Вĕсене хисеплесе тата службăра тăнисене асăнса палăк лартас ĕçе Вячеслав Марков пуçарнă. Иртнĕ кунсенче ăна вырнаçтарса лартнă. Унăн никĕсне малтанах сăрласа хатĕрленĕ. Анчах та ăна официаллă майпа август уйăхĕнче уçма палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июля 2018
14:19
Поделиться