Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Флотра пулнисем чыс-хисепре

1939 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче СССР Совнаркомĕ тата ВКП(б) Тĕп комитечĕ пĕрлехи постановленийĕнче Тинĕс-Çар флочĕн кунне июль уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче уявлама йышăннă. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн ăна çĕршыври Хĕç-пăшаллă вăйсен асăну кунĕ тесе йышăннă. Çак праçнике питĕ юратаççĕ. Тинĕс-Çар флочĕн кунĕ - пĕтĕм моряксен чысĕ тата мухтавĕ.

Элĕк районĕ хăйĕн пилĕк генералĕпе чăннипех те мухтанма пултарать. Хальлĕхе адмиралсемех çук-ха пирĕн, пĕрремĕш рангри капитансен йышĕ вара пысăк-ха. Виталий Золотов (Синер) Тинĕс-Çар наукисен кандидачĕ, доцент, Ленинградри Тинĕс-Çар училищин начальникĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, Борис Лукишов (Йăлкăш), Александр Козлов (Ураскилт), Вениамин Шашкаров (Ураскилт), Ялим Яхваров (Куракăш).

Георгий Максимов (Прашкушкăнь) - 2-мĕш рангри капитан, Мускаври «Сыны отечества» обществăлла организацире ĕçлет, час-часах Элĕке Тинĕс-Çар кунне уявлама килет. Ку енĕпе пысăк пулăшу парать. Пирĕн районтан тухнă моряксем службăран ырă ятпа таврăнаççĕ. Асăнар-ха хăшне-пĕрне: Н.Лекарев (Тени), П.Удиванов (Шĕмшеш), Д.Иванов (Кивкас), Г.Капитонов (Тăвăш Юнтапа) тата ыттисем те. Николай Ермолаев (Элĕк) - моряк-фронтовик, Дунай флотилийĕн чаплă гармонисчĕ, Европăри Будапешт, Вена хулисене тăшманран ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçă паттăрĕ паян та стройра, килти хуçалăхне тытса пырать, нумай çул Элĕкри ветерансен хорĕнче купăс каларĕ. Альберт Кондратьев Лăпкă океан флотĕнче хĕсметре тăнă. Вăл Япони чиккине çитичченех похода кайнă, океанри йывăрлăха чăтма пултарнă, çан-çурăма пиçĕхтернĕ, ăс-хакăла çивĕчлетнĕ. Паянхи куна вăл чĕрĕк ĕмĕр ытла Юнтапа вăтам шкулĕн директорĕнче вăй хурать.

Алексей Орлов Хĕрлĕ Ялавлă Çурçĕр Тинĕс флотĕнче шыв айĕпе ишекен кимĕ çинче хĕсметре тăнă. Пултаруллă торпедист пулнă. Синер ялĕнчи Олег Данилов вĕренсе тухнă хыççăн хĕсметре - карап çинче. Службăна Североморск хулинче пуçланă. Малтан вĕреннĕ, кайран машинист-турбинист тивĕçне пурнăçлать. Пултаруллă моряк, старшина, медальсен тата ытти наградăсен кавалерĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать. Халĕ Элĕкри вăтам шкулта технологи предметне вĕрентет.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

районти ветерансен комитечĕн председателĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июля 2018
14:19
Поделиться