Янтиковское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

"Добро пожаловать на наш сайт"

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп юсав тÿлевĕсем пирки

27 июля 2018 г.

“Тĕп юсав фончĕ” коммерциллĕ мар организаци иртнĕ кĕçнерникун Тăвай ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçу йĕркелерĕ.
Пирĕн районта 2014 çулхи декабрь уйăхĕн-чен пуçласа 2018 çулхи июньччен нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тума пурĕ 6624382, 57 тенкĕлĕх тÿлев пухăннă, çак сумма 8850876,78 тенке çитмелле пулнă. 2018 çулта Тăвай енре палăртнă ĕçсене тума 1356176,21 тенкĕлĕх тÿлев пухма шутласа панă пулсан, 1109821,70 тенкĕпе кăна танлашнă ку сумма. Районта тĕп юсавăн 774 (нумай хваттерлĕ çуртсен 37) счетне шута илнĕ пулсан, 152 счетпа паянхи кунччен пĕр тенкĕ те тÿлемен.
Тĕл пулура Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Бикинина, “Тĕп юсав фончĕ” коммерциллĕ мар организацин пресс-секретарĕ И.Устенко тата ыттисем тухса калаçнă. Районти нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕп юсав тумалли тÿлеве пухнă çĕрте йĕрке тăвас ыйтусене те хускатнă.
Кăçал Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 10-мĕш (электроэнергипе тивĕçтерекен системăна), вăтăр пĕрремĕшпе Строительнăй урамри тăваттăмĕш, Юсавпа техника территорийĕнчи вăтăрмĕш (электроэнергипе тата сивĕ шывпа тивĕçтерекен системăсене) çуртсенче тĕп юсав тăвĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика