Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел районĕ

27 июля 2018 г.

Аслă Арапуç ял тăрăхĕнче районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ларăвĕ иртнĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, райадминистраци ĕçченĕсем, ял старостисем хутшăннă. Мероприятие пухăннисем Аслă Арапуç ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕç опычĕпе, тĕллевĕсемпе паллашнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çитсе курнă. Аслă Арапуç ял тăрăхĕ ултă яла пĕрлештерет. 1073 килте 2600 çын пурăнать. Хăнасем Аслă Арапуçри культура çуртне çитсе курнă. Пăлаçи Атăкри, Пỹртлĕри тата Сителти масарсене тирпей-илем кỹнине пăхнă. Республика программипе килĕшỹллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 8 ФАП хута янă, çав шутра - Сителте те. Ларура çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă ыйтусене те сỹтсе явнă. Калăпăр, Аслă Арапуç ял тăрăхĕнче 244 гектар çĕре пуса çаврăнăшне кĕртмелле. Çак ĕçе çитес çулсенчех пурнăçласшăн. Вырăна тухса йĕркеленĕ лару ăнăçлă иртнĕ. Асăннă тăрăхра ялсене, масарсемпе палăксене хăтлăх кĕртмелли, учрежденисен ĕçне лайăхлатмалли тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыни аванах палăрнă. Рудольф Селивановăн шухăшĕпе, канашлу-ларăва ялсене тухса ирттерни вырăнлă, çакă кỹршĕсен опытне шута илме, ĕçтешсен ырă тата начар енĕсене курма, вĕсене «çавра сĕтелте» сỹтсе явма май парать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика