Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Туктамăшри килти кайăк-кĕшĕке тĕп тунă

Районти Туктамăш ялĕнчи пĕр хуçалăхра бройлер чĕпĕсем кайăк грипĕнчен вилни тĕпчевсем тунă хыççăн иртнĕ эрнере çирĕпленчĕ. Ку ялти пур йышши кайăк-кĕшĕке тата унран илекен продукцие пуçтарса илсе тĕп тумалли хушăва июлĕн 20-мĕшĕнче алă пуснă. Унта ку ĕçе июлĕн 25-мĕшĕччен пурнăçлама хушнă.

Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Туктамăш ялĕнче июлĕн 22-23-мĕшĕсенче 109 хуçалăхри тĕрлĕ йышши 633 пуç кайăк-кĕшĕке тата вĕсен продукчĕсене пуçтарса илнĕ, вĕсене ветеринарипе санитари йĕркисене пăхăнса çунтарса утилизациленĕ.Ку енĕпе карантин зонинче ятарлă комисси ĕçленĕ. Кайăк-кĕшĕке пуçтарса илнĕ хыççăн чăх-чĕп, хур-кăвакал усранă хуралтăсене, вырăнсене дезинфекциленĕ. Палăртмалла, кайăк-кĕшĕкшĕн укçа-тенке республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Аса илтеретпĕр, чăх-чĕпĕн чĕрĕ виçин пĕр килограмĕшĕн 55 тенкĕ те 60 пус, вунă çăмарташăн 29 тенкĕ те 70 пус саплаштарма йышăннă.

Туктамăш ялĕнчи карантин пур йышши кайăк-кĕшĕке тĕп тунă кунран пуçласа 21 талăклăха тăсăлать. Ку тапхăрта та кайăк-кĕшĕк туянма, яла илсе кĕме, усрама юрамасть.

Аса илтеретпĕр, районта хăрушлăх кăларса тăратакан зона чикки 5 çухрăм шутланать. Ку зонăна çак ялсем кĕреççĕ: Ачкасси ял тăрăхĕнчи ялсем; Атнар ял тăрăхĕн Урикасси, Трапай ялĕсем; Мăн Этмен ял тăрăхĕн Мăн Этмен тата Пĕчĕк Этмен, Шĕмшеш ялĕсем; Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн Енкĕлт, Ишеккасси, Тумликасси ялĕсем тата Хĕрлĕ Чутай сали; Пантьăк ял тăрăхĕн Ирчкасси, Утаркасси, Пухтанкасси, Хирлỹкасси ялĕсем тата Мишеркассипе Пантьăк салисем; Питĕркасси ял тăрăхĕн Питĕркасси, Кỹпеш, Хурапыр ялĕсем.

Сăнаса тăракан зонăна вара 10 çухрăм чикĕре вырнаçнă ялсем кĕреççĕ: Атнар ял тăрăхĕн Атнар сали, Иккĕмĕш Липовка, Туканаш, Сорăм, Шорово ялĕсем; Мăн Этмен ял тăрăхĕн Уйпуç, Малиновка, Çĕн Ирчемес ялĕсем; Тралькасси ял тăрăхĕн Шуккакасси, Тралькасси, Карăкçырми, Мучикасси, Турхан, Кив Ирчемес ялĕсем; Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн Дубовка тата Пчелка ялĕсем; Пантьăк ял тăрăхĕнчи Лоба тата Хватукасси ялĕсем; Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Сĕнтĕкçырми ялĕ.



"Пирěн пурнăç"
25 июля 2018
09:32
Поделиться