Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Амăшĕн» укçипе - вĕренме

20 июля 2018 г.

Аслă вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕме ыйту çырмалли тапхăрта Раççей пенси фончĕн уйрăмĕ амăшĕн капиталне ачасен вĕренĕвĕпе общежитинче пурăннишĕн тÿленĕ çĕре яма пултарни çинчен аса илтерет.

Чăваш Республикинче пурĕ 3352 çемье амăшĕн капиталне ачисене вĕрентсе кăларасси çине тăкакланă. Пĕтĕмпе 120,7 млн. тенкĕлĕх унпа усă курнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, «амăшĕн» укçине ачисен вĕренĕвĕ çине янă сертификат хуçисен шучĕ 81 процент майлă ÿснĕ. Шута илме: районта 2017 çул вĕçленнĕ тĕле пурĕ ку çăмăллăхпа усă куракансен шучĕ 34-па танлашнă.

Аса илтерер, амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине кирек хăш ачишĕн те пĕлÿ илнĕ çĕре çемьери иккĕмĕш, виççĕмĕш е вĕсем хыççăн çуралнисем виçĕ çул тултарнă хыççăн кăна, шкул çулне çитменнисен вĕренĕвĕ çине вара ача çуралсанах яма май пур. Анчах та вĕренÿ организацийĕн Раççей территорийĕнчех тата унăн ятарлă лицензи пулмалла. Чи кирли - вĕренме кĕнĕ чух ачан 25 çултан аслă пулмалла мар. Çак йĕркесене пăхăнсан асăннă çăмăллăхпа тĕпренчĕкĕ 25 çул тултарнă хыççăн та усă курма ирĕк пулĕ.

Амăшĕн капиталĕн укçине Раççей территорийĕнчи кирек хăш вĕренÿ учрежденийĕнче те усă курма юрать. Сертификатпа усă курас килсен гражданинăн хăй пурăнакан адреспа вырнаçнă Раççей Пенси фончĕн управленине, Нумай функциллĕ центра ыйту çырмалла. Унсăр пуçне Пенси фончĕн порталĕнчи es.pfrf.ru адреспа «Гражданинăн харпăр хăй кабинечĕ» урлă е патшалăх пулăшăвĕн порталĕпе те тÿрремĕнех усă курма май пур.

Н.Смирнова.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика