Александровское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисемпе пĕр чĕлхере

24 июля 2018 г.

Автоçул хĕрринче, йывăçсен сулхăнĕнче, вырнаçнă йывăç çуртран кунĕпех çын татăлмасть. Вĕсене Роза Алякина начальник ăшшăн кĕтсе илсе çаплах ăсатса ярать. Халăх ăна ырă кăмăлĕшĕн, тăрăшулăхĕшĕн, килен-каянпа уçă пулнишĕн тав тăвать.
— Юлашки вăхăтра, уйрăмах çамрăксем, пĕр-пĕринпе электронлă мелпе çыхăнма кăмăллаççĕ пулин те почтальон профессийĕ яланхиллех чи кирлисенчен пĕри шутланать. Пирĕн ĕç кăсăклă, халăха та питĕ кирлĕ, — теççĕ Александровка почта уйрăмĕнче тăрăшакан Зоя Тяканова, Вера Тарасова, Светлана Челакова, Марина Абукина почтальонсем.
Хĕрсем хăйсене шаннă ĕçре чылай çул тăрăшаççĕ, хаçат валеçнисĕр пуçне уйăхсерен тивĕçлĕ канăва кайнисене пенси укçи валеçеççĕ, вĕсен кашни ыйту-сĕневне ырă кăмăлпа йышăнаççĕ. Кунпа пĕрлех çутçанталăк газĕпе электроэнергишĕн укçа тÿлесе килсе параççĕ, хуçалăхра ытти куллен кирлĕ тĕрлĕрен таварне те сутаççĕ.
— Ĕçĕ пирĕн, чăн та, йывăр. Шалăвĕ те савăнтармасть, апла пулин те çынсемпе ĕçлеме килĕшни хавхалану кÿрет, кăмăл-туйăма татах та хăпартлантарать. Ĕçе килес килсех тăрать, — тет Çĕнĕ Сĕнтĕр ял халăхне периодика изданийĕсемпе тивĕçтерекен Вера Тарасова.
Хĕрарăм ку ĕçре пĕрремĕш кун мар. Вера Павловна почтальонра 17 çул тимлет. Светлана Васильевна 10 çул, Марина Петровна 4 çул Александровкăпа Луцки тата Хырай Ĕнел ялĕсен сукмакĕсене такăрлатаççĕ. Зоя Тяканова Кивĕ Сĕнтĕр ял халăхне хаçат-журналпа тата ытти кирлĕ таварпа тивĕçтерет. Унсăр пуçне вĕсем районта, республикăра тата çĕршывра тухса тăракан периодика изданийĕсене ял çыннисем патне вăхăтра илсе çитерес тесе тимлеççĕ. Чиперуксем хĕллехи кун ытларах автомашинăпа ĕç вырăнне çитеççĕ пулсан, çуллахи тапхăрта велосипедпа çула тухаççĕ.
— Аслăрах çулхисем чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала ытларах кăмăллаççĕ. «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсене çырăнаççĕ. Район хаçачĕпе те пирĕн тăрăхра пурăнакансем туслă, — каласа параççĕ почтальонсем.
Сăмах май, хальхи вăхăтра ку тăрăхра «Каçал ен» хаçата 160 çемье илсе тăрать пулсассăн, почтальонсен тĕллевĕ — вĕсен йышне татах та ÿстересси.
А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

      

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика