Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тавралăх илемĕпе киленнĕ

Тавралăх илемĕпе киленнĕ

«Çуллахи каникул - ырă вăхăт» çуллахи программăпа килĕшÿллĕн Элĕкри ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем уçă пĕлĕт айĕнчи çуллахи вулав залĕнче «Ÿсен-тăранпа чĕрчунсен тĕнчинче» экологи енĕпе лото ирттернĕ. Ачасем çав кун пирĕн республикăри тавралăхăн асамлăхĕпе илемĕ, пуянлăхĕ çинчен кирлине, усăллине нумай пĕлнĕ. Ф.Дубанов паллă авторăн тата ыттисен кĕнекисем «Чăваш Ен кÿллисем, çăлкуçĕсем, шыв сиккисем, шурлăхсем, шыв хранилищисем» тата ыттисем те тематика енĕпе пăхса тухнă хыççăн ачасен умне интереслине татах та кăларса тăратнă. Мероприяти пынă вăхăтра Элĕк салин пĕчĕк çыннисем шухăшлама, йышăну тума, суйласа илме пулăшакан вăйăсем вылянă. Ачасем экологи ыйтăвĕсем çине хаваспах хуравланă, сĕнÿ-канаш та панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2018
11:23
Поделиться