Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕрентекенсене - преми

Вĕрентекенсене - преми

Республикăра çулсеренех ачасен тăван чĕлхе енĕпе вĕренес туртăмне ÿстерес, тăван ен культурине вĕрентес, вĕсен пултарулăхне «чĕртсе» аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсенчен пĕлтерĕшлĕреххи тата паллăраххи чăваш чĕлхипе литературин, тăван ен историйĕпе культурин тата ытти чĕлхесен регионсемпе халăхсем хушшинчи олимпиадăсем шутланаççĕ. Олимпиадăра çĕнтерме пулăшаканĕ вара - вĕрентекен. Çавăнпа та тăван чĕлхене, культурине ăса хывма пулăшакан педагогсене те Чăваш Ен Пуçлăхĕ çулсеренех чыслать. Кăçал та республикăри 18 вĕрентекен ЧР Пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ. Вĕсен йышне Юнтапа вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Зоя Леонтьева та кĕнĕ. Ăна 50 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарĕç. Ку премие Зоя Ивановна 2-мĕш хут тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2018
11:23
Поделиться