Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕккассисем уявра савăннă

24 июля 2018 г.

Çирĕккассисем уявра савăннă

Çирĕккассинче ял уявĕ ирттернĕ. Савăнăçлă мероприятие педагогика ĕçĕн ветеранĕ Светлана Федорова уçнă. Çак ялăн историйĕ пуян та интереслĕ иккен. Çавăн çинчен вырăнти ветерансен организацийĕн председателĕ Виталий Максимов каласа панă. Хыççăн саламсене итлеме те кăмăллă пулнă. Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванов уяв ячĕпе ăшă сăмахсем каланă. Пухăннисене ятарласа хатĕрленĕ уяв сăрипе сăйланă. Концерт программи те ял-йыша савăнăç кÿнĕ. Вырăнти «Ахпай» фольклор коллективĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Ачасен «Ĕмĕт» ушкăнĕ халăха лайăх номерсем парнеленĕ. Кÿршĕри Хĕрлĕ Чутай районĕнчи артистсем те Çирĕккассисене юрă-ташăпа савăнтарнă. Юлашкинчен пурте хашлама çисе хăналаннă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика