Цивильский муниципальный округ
Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ

Футбол уйӗнче - тӳре-шарапа волонтерсем

Футбол уйӗнче - тӳре-шарапа волонтерсем

Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленнӗренпе темиҫе кун кӑна иртрӗ-ха. Чӑваш Енри футбола кӑмӑллакансем те асӑннӑ спорт енӗпе хӑйсен вӑйне виҫсе пӑхма шут тытрӗҫ. Акӑ утӑ уйӑхӗн 20-мӗшĕнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсен команди Чӑваш Ен волонтерӗсен ушкӑнӗпе туслӑ матча тухрӗ.

Шупашкарти Маунтинбайк ценрӗнчи футбол уйне вӑййа хутшӑнакансем кӑна мар, вӗсемшӗн "чирлекенсем" те йышлӑн пухӑнчӗҫ. Вӑйӑ пуҫланиччен республикӑри тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗнче пӗлӳ илекен ҫамрӑксем  тинтерех иртнӗ чемпионат вӑхӑтӗнче хӑйсем Саранскра волонтер  тивӗҫӗсене пурнӑҫлани, мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа таврӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Ҫула май правительство ӗҫченӗсемпе пуҫаруллӑҫамрӑксем республикӑра спортӑн асӑннӑ тӗсне аталантарассине те сӳтсе  яврӗҫ.

Вӑйӑ 6:2 шутпа вӗҫленчӗ. Влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансен ушкӑнӗҫӗнтерчӗ пулин те спорта юратакансем туслӑх мала тухрӗ тесе йышӑнчӗҫ.

Ирина ПУШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.



"Хыпар"
20 июля 2018
14:40
Поделиться