Альбусь-Сюрбеевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсен çÿпçийĕ тулли

20 июля 2018 г.

Анатолий Герасимович Агафонов 1938 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче Йĕпреç районне кĕрекен /халĕ Комсомольски/ Элпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Амăшĕ — Федосия Семеновна, ашшĕ — Герасим Дмитриевич, пурнăçне культура енĕпе ĕçлесе ирттернĕ.
Анатолий Агафонов 1955 çулта Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Унтан 1971 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, 1980 çулта КПСС Чăваш обкомĕ çумĕнчи марксизм-ленинизм университетне пĕтернĕ.
1957 çулта çамрăк йĕкĕте районти культура пайĕн инспекторĕ пулма шанаççĕ, анчах нумай ĕçлесе ĕлкĕреймест вăл. Çав çулах ăна çара илсе каяççĕ. Çар хыççăн тăван яла таврăнать, аслă пионервожатăй, музыка тата истори учителĕ, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçлет. 1967—1968 çулсенче районти культура пайĕн ертÿçинче тăрăшать. Çак кĕске тапхăрта Анатолий Герасимович ертсе пынипе районти культура çурчĕ çумĕнче драма коллективĕ вăй илет. Унăн режиссерĕ — тин çеç Çĕрпÿри культура училищине пĕтерсе килнĕ В.Х.Зайцева. 1969 çулта драма коллективне Раççей Федерацийĕн Культура министерствин постановленийĕпе Халăх театрĕ ятне парса чыслаççĕ.
«Çак сумлă ята çĕнсе илме икĕ çул тар юхтарса ĕçлемелле пулчĕ, — аса илет Анатолий Герасимович.
— Ф.Павловăн «Ялта», М.Ухсайăн «Çу, çумăр, çу» драмисенчен пуçланчĕ пирĕн Каçал театрĕ. Умра — тепĕр тĕрĕслев, яваплă тапхăр драма коллективĕшĕн — П.Осипов çырнă «Айтар» драмăна халăх умне кăларасси. «Айтар» спектакльте хутшăнма палăртнисен шучĕ аллăран та иртрĕ пулĕ. Тĕп рольсенче — Пинерпипе Сентиер сăнарĕсенче — Валентина Зайцевăпа Валерий Митюков вылярĕç. Айтар рольне хам выляса пăхам терĕм. Ку роле эпĕ тăван ялти сцена çинче те вылянăччĕ, — аса илет Анатолий Агафонов.
Сăмах май каласассăн, «Айтар» премьерăна курма Шупашкартан ятарласа комисси килнĕ, спектакле пысăк хак панă. 1968—1998 çулсенче Анатолий Герасимович пурнăçне шкул ачисене вĕрентессипе çыхăнтарать, историпе обществоведени предмечĕсене вĕрентет, çар ĕçĕн урокĕсене ертсе пырать, тĕрлĕ çулсенче директор çумĕ тата директор пулса ĕçлет, шкулти парторганизаци секретарĕ пулнă.
Шкулта ĕçленĕ çулсенче пысăк пуçарусем тăватчĕ Анатолий Герасимович. Кивĕ шкулта тир йĕркелесе ячĕ. Шкулта уйрăм пушă пÿлĕмсем сахал пулсан та музей йĕркелеме пултарчĕ. Пионерсемпе комсомолецсем валли уйрăм пÿлĕмсем туса пачĕ.
Анчах та чи пысăк та палăрăмлă ĕçĕ унăн — шыравпа тĕпчев ĕçĕ. Камсем эпир, ăçтан вăй пухса çĕкленнĕ; Мĕнле майпа пĕр вырăнта чăвашпа тутар халăхĕсем пĕр хуçалăха пĕрлешсе чăмăртаннă; Иртен ĕмĕрсенче пиртен мĕнле йĕр юлĕ; Çак ыйтусем канăç памаççĕ шыравçа.
Шкулта ĕçленĕ чухнех Чĕмпĕр архивĕсенче шкул историйĕпе çыхăннă документсене шыраса тупрĕ. «Тип Хăнтăрла çинче» ятпа икĕ кĕнеке кăларма пултарчĕ. Анатолий Герасимовичран малтан çак юханшыв çинче вырнаçнă ялсен историне никам та тĕпчемен. Чăваш Элпуç, Тутар Элпуç, Хирти Явăш, Хирти Мăрат, Хирти Выçли ялĕсен кун-çулĕсене автор пурнăç тăршшĕпех тĕпчет. Пилĕк ял пĕр сывлăшпа сывланă. Пилĕк ялта мĕн чухлĕ сăнар;! Мĕн тĕрлĕ хутшăну;! Мĕн тĕрлĕ пулăмсем! «Каялла çаврăнса пăхсан тепĕр ăс кĕрет тенĕ ваттисем. Ăсĕ малашнехи пурнăçра йăнăш çул çине ан тăраттăрччĕ», — çакă çыравçăн тĕп шухăшĕ. Çĕршер тĕлпулу ирттерет ветеран, фронтовиксен тата вĕсен çывăх çыннисен асаилĕвĕсене пуçтарать. Вăл е ку факта çирĕплетекен документсем, сăнÿкерчĕксем, вă-хăта шеллемесĕр архивсенче пуçтарнă материалсем, алçырусем питĕ йышлă çÿпçере. Тăван ен халăхĕн вăрçăри, ĕçри паттăрлăхĕ паян тата ыран пурăнакансемшĕн кирлине ĕненсе, ăнланса ырми-канми ĕçлет ĕç ветеранĕ, таврапĕлÿçĕ.
Вырăнти чăвашсемпе тутарсен туслăхĕ — халăхăн чи пысăк пуянлăхĕ пулнине çирĕплетет автор.
Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех район хаçачĕпе туслă вăл. Хастар ялкорăн статйисем пĕрин хыççăн тепри кун курса ял историйĕн хăйне евĕр летопиçĕ пулса юлчĕç. Е.К.Державин, М.Е.Фуражкина, К.И.Крылов, М.Д.Дмитриев — вăрçă ветеранĕсем, С.А.Алиуллов — «Дружба» колхоз председателĕ, Н.В.Васильев-Ытарай — писатель, В.Н.Гордеев — хисеплĕ строитель, Н.А.Чернова, В.Г.Зайцева — вĕрентекенсем, Р.Р.Бухарин, М.М.Багаутдинов, А.Г.Сметанин — çар çыннисем тата вуншар ял çыннисем, ентешсем Анатолий Герасимович очеркĕсенчи тĕп сăнарсем.
2017 çулта А.Г. Агафонов В.С.Васильевпа пĕрле Чăваш халăх академийĕ пулăшнипе тепĕр пысăк ĕçне вĕçлерĕ, «По приказу Родины» кĕнеке кăларчĕ. Ку кĕнекере авторсем Афган тата Чечен вăрçисенче тĕрлĕ çулсенче çапăçнă тата пуçĕсене хунă Каçал ен салтакĕсемпе паллаштарать. Кашни ят ?пурĕ 260 ят/ — шухăша яракан уйрăм кун-çул, кăсăк истори, тĕплĕ шырав, тĕпчев. Кашни очерк — пĕр халăх историне пĕрлешекен произведени. Сарăмсăр вăрçă кĕрлевĕнче пуçĕсене хунă кăвак беретсене халалласа районта икĕ палăк лартнă. Анатолий Агафонов ?Эльбаш/ кăларнă кĕнеке — пулас ăрусем валли хăварнă ăс-хакăл палăкĕ.
Асăннă кĕнекесене ял çыннисем ырласа йышăнчĕç. Пыл пички çине тикĕт яракансем те юнашарах пулчĕç. Чăкăлташса йăнăш шыракансене манăн çапла калас килет. Кĕнекен уссине унăн çитменлĕхĕсемпе танлаштарса виçсе пăхасчĕ сирĕн! Хăшĕ ытларах таять-ши; Паллах ырри — кĕнекери иртнĕ кунăн çутийĕ, чăнлăхĕ, кун-çулĕ, астăвăм.
Çак кунсенче пирĕн ентеш, ĕçтеш, таврапĕлÿçĕ 80 çул тултарчĕ. Иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп, Сире, Анатолий Герасимович. Сумлă юбилей ячĕпе, умри тĕллевĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр, çулăрсем яланах такăр та çутă пулччăр, ырă ĕçĕрсен çÿпçи тулсах пытăр.
В.ЗАЙЦЕВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

       

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика