Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул ырă ĕмĕтпе пурăнать

 

20 июля 2018 г.

 

Шкул ырă ĕмĕтпе пурăнать

 

Тени шкулĕн çурчĕ 1985 çулта çĕкленнĕ. Вăхăчĕ чылаях иртнĕ пулин те кивелнĕ, япăхнă тесе калас килмест ăна. Хитрен курăнать икĕ хутлă кирпĕч çурт.

 

Ăна йĕри-тавра йывăçсем хупăрласа илнĕ. Картишĕнчи улмуççисем тата ыттисем те хÿхĕм çитĕннĕ, ешереççĕ кăна. Çимĕçне те чылаях парасса шантараççĕ.

 

Шкулта хастар яш вĕреннине те тÿрех асăрхатпăр. Кунта пĕлÿ илнĕ Алексей Герасимов Чечен вăрçине хутшăнса пуçне хунă. Ăна халалласа шкула пырса кĕнĕ çĕрте Асăну хăми вырнаçтарнă.

 

Светлана Герасимова директор та вырăнтах пулчĕ. Вăл çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе ĕçсем хĕрсех пыни çинчен пĕлтерчĕ. Чăнах та, пур çĕрте те йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ. Классен, коридор урайĕсене сăрласси вĕçленсе пыни курăнчĕ. Сад-пахча çине тимлĕх уйăрса тăнă. Пахча çимĕçсене пăхса ÿстерессипе тăрăшнă. Клара Мурзакова повар тата Наталия Владимирова воспитатель помидор татассипе тимлетчĕç. Ăнса пулнă пахча çимĕç. Çавăн пекех хурлăхан, хăмла çырли пухса кĕртессипе те вăй хуратчĕç.

 

- Шкулта яланхиллех столовăй ĕçлет. Унта хамăр туса илнĕ çимĕçсемпе усă куратпăр, - пĕлтерчĕ шкул ертÿçи Светлана Герасимова.

 

Вĕрентекенсем хальлĕхе отпускра-ха. Çапах вĕсем шкула пырсах çÿреççĕ-мĕн. Кашниех хăйĕн класне кирлĕ пек хатĕрлесе çитересшĕн. Директор каланă тăрăх, вĕрентекенсем çителĕклĕ. Пурте пуян опытлă. Пуçламăш классемпе ĕçлекен Людмила Павловăн ĕç стажĕ пуринчен те пысăкрах. Светлана Герасимова, Людмила Максимова, Лидия Емельянова - чи пысăк категориллĕ вĕрентекенсем.

 

Шкул çумĕнчех - ача сачĕ. Кунта çамрăк специалист Наталия Владимирова иккĕмĕш çул вăй хурать. Ăна куллен пулăшса пыраканĕ - Маргарита Иванюк. Вăл ача сачĕ йĕркеленнĕренпех тăрăшать. Çирĕме яхăн ачана воспитани пама майсем пур.

 

Тени шкулĕ çамрăк мар ĕнтĕ, чылаях çулланнă вăл. Çулленех йышлă ачасене вĕрентсе воспитани панă. Кăтартăвĕпе илсен те япăххисен шутĕнче пулман. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, юлашки çулсенче кунти йыш палăрмаллах чакнă. Вĕренекенсем сахаллансах юлнă. Кăçал тĕп шкулпа 6 вĕренекен сывпуллашса алла аттестат илнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче парттăсем хушшине 55-ĕн ларĕç, вĕсенчен 4-шĕ - пĕлÿ тĕнчине пуçласа кÿлĕнĕç, пĕрремĕш класа пырĕç. Шкул ырă ĕмĕтпех пурăнать-ха. Ачасене çирĕп пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшать.

 

Е.ИВАНОВА.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июля 2018
10:18
Поделиться