Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Туктамăш ялĕнче карантин туса хунă

Кайăк грипĕ пирĕн района та çитесрен шиклентĕмĕр. Иртнĕ хаçатра Туктамăш ялĕнчи пĕр хуçалăхра вилнĕ чĕпсен материалĕсене тĕпчеве янине пĕлтернĕччĕ. Шел те, кайăк-кĕшĕк грипĕн диагнозĕ çак кунсенче çирĕпленчĕ. Çавна май Туктамăш ялĕнче июлĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса 21 талăклăха карантин çирĕплетнĕ. Кайăк грипне сарăлма парас мар тесе кирлĕ пур мерăна та йышăннă. Туктамăш ялне кĕмелли тата унтан тухмалли вырăнсенче тĕрĕслевпе пропуск пунктне йĕркеленĕ. Чире пĕрлехи вăйпа сирес тĕллевпе тĕрлĕ службăсене явăçтарнă. Ветеринари ĕçченĕсем талăкĕпех ĕçлеççĕ, кĕрекен-тухакан техникăна ятарлă шĕвекпе сирпĕтсе дезинфекци тăваççĕ. Полици ĕçченĕсем те кулленех дежурствăра тăраççĕ, чĕрĕ кайăк-кĕшĕке е унран илекен продукцие илсе тухассине е илсе кĕрессине тĕрĕслеççĕ.

Сăмах май, июлĕн 18-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертỹçи Сергей Скворцов пулчĕ, Туктамăшри тĕрĕслевпе пропуск пункчĕн ĕçне тĕрĕслерĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа тата ытти яваплă çынсемпе тĕл пулчĕ.

Лев ГУЩИН, чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ:

- Районти Туктамăш ялĕнче вырнаçнă пĕр хуçалăхра вилнĕ бройлер чĕпсенчен пробăсем илнĕ хыççăн кайăк грипĕн А типĕн H5 подтипĕн çăлкуçне тупса палăртнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн июлĕн 18-мĕшĕнчи 296-рг № хушăвĕпе килĕшỹл-лĕн, асăннă ялта республикăри патшалăх ветеринари службин июлĕн 18-мĕшĕнчи 70 № хушăвĕпе çирĕплетнĕ "Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районĕн уйрăм территорийĕсенче кайăк грипне пĕтерес тата сарăлассине пỹлес мероприятисен планне" пурнăçланă тапхăрта карантин туса хунă.

Хальхи вăхăтра районта хăрушлăх кăларса тăратакан зона чикки 5 çухрăм шутланать. Ку зонăна çак ялсем кĕреççĕ: Ачкасси ял тăрăхĕнчи ялсем; Атнар ял тăрăхĕн Урикасси, Трапай ялĕсем; Мăн Этмен ял тăрăхĕн Мăн Этмен тата Пĕчĕк Этмен, Шĕмшеш ялĕсем; Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн Енкĕлт, Ишеккасси, Тумликасси ялĕсем тата Хĕрлĕ Чутай сали; Пантьăк ял тăрăхĕн Ирчкасси, Утаркасси, Пухтанкасси, Хирлỹкасси ялĕсем тата Мишеркассипе Пантьăк салисем; Питĕркасси ял тăрăхĕн Питĕркасси, Кỹпеш, Хурапыр ялĕсем.

Сăнаса тăракан зонăна вара 10 çухрăм чикĕре вырнаçнă ялсем кĕреççĕ: Атнар ял тăрăхĕн Атнар сали, Иккĕмĕш Липовка, Туканаш, Сорăм, Шорово ялĕсем; Мăн Этмен ял тăрăхĕн Уйпуç, Малиновка, Çĕн Ирчемес ялĕсем; Тралькасси ял тăрăхĕн Шуккакасси, Тралькасси, Карăкçырми, Мучикасси, Турхан, Кив Ирчемес ялĕсем; Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн Дубовка тата Пчелка ялĕсем; Пантьăк ял тăрăхĕнчи Лоба тата Хватукасси ялĕсем; Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Сĕнтĕкçырми ялĕ.

Районти ветеринари ĕçченĕсем хальхи вăхăтра кайăк грипне тĕп тăвас тата сарăлма парас мар тесе ветеринарипе санитари мероприятийĕсене пурнăçлаççĕ.

Кайăк грипне сарăлма парас мар тесе ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕнче çак мерăсене пурнăçлама палăртнă: карантин зонинче транспорт çỹрессине чакарма, иртсе çỹрекен машинăсене дезинфекцилеме хушнă, пур йышши кайăка ирĕке кăларма, чăх-чĕп пур ытти кил хуçалăхĕсене кайма, çавăн пекех кайăк-кĕшĕке е унтан илекен продукцие, тĕрлĕ инвентарьпе оборудование илсе кĕме те илсе тухма, кайăк-кĕшĕк сутма чарнă тата ытти те.

Çакна каласа хăвармалла, хаçата пичете алă пуснă вăхăт тĕлне пирĕн район территорийĕнче тупса палăртнă кайăк грипĕн ыйтăвĕпе урăх нимĕнле йышăну та туманччĕ-ха. Анчах та кайăк грипне тĕп тăвас тата малалла ытти ялсене сарăлма парас мар тесе ятарлă хушăва алă пуссан, Туктамăш ялĕнчи хуçалăхсенчи кайăк-кĕшĕкпе унтан илнĕ продукцие пуçтарса илсе (Патăрьелпе Комсомольскинчи чир тупнă ялсенчи пек) тĕп тума та пултарĕç.



"Пирěн пурнăç"
20 июля 2018
09:49
Поделиться