Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Комсомольском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Аслă ÿсĕмрисем те ĕçе вырнаçаççĕ

13 июля 2018 г.

Паянхи кун аслăрах ÿсĕмрисем хушшинчи ĕçсĕрлĕх шайĕ çамрăксем хушшинчинчен чылай пĕчĕкрех. Çапах та нумайăшĕ çулсем иртнĕçемĕн ĕç тупасси йывăрланса пырать тесе шутлать. РФ ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин палăртнă тăрăх, ĕç тупасси çыннăн çулĕсемпе мар, специалист çĕнĕ требованисемпе килĕшсе тăнипе çыхăннă. Çакна валли яланах вĕренмелле, çĕнĕ технологисене алла илмелле. Пĕр ĕç паракан та пысăк квалификациллĕ специалиста унăн çулĕсемшĕн çеç ĕçрен кăларса ямасть.
Кăçалхи çул пуçланнăранпа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пенси çулне çывхарса пыракан 14 граждан тата пенси çулĕнчи 2 çын ĕç шыраса пынă. Вĕсенчен пенси çулне çывхарса пыракан 12 çынна тата 2 пенсионера ĕçе вырнаçтарнă. Тата 2 çын «котельнăй операторĕ» тата «уйрăм хуралçă» профессисемпе вĕренме кайнă. Çапла вара ĕçпе тивĕçтерекен центра килнĕ аслă ÿсĕмри çынсем пурте е ĕç тупнă, е çĕнĕ профессие вĕреннĕ.

Е. ЖУКОВА, директор.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика