Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Семинарта - предпринимательсем

 

 

Семинарта - предпринимательсем

 

Июлĕн 13-мĕшĕнче Элĕкри «Меркурий» бизнес-инкубаторта Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ.

 

Паянхи кун районта предпринимательлĕх аталанса пырать. Унта предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕ памалли меслетсемпе майсем, пĕчĕк бизнес субьекчĕсене кредит парасси, предпринимательсен прависене хÿтĕлесси тата саккун интересĕсем çинчен калаçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов бизнесăн чи хастар представителĕсене Тав хучĕсемпе чысланă. Мероприяти вăхăтĕнче А.Тихонов предпринимателĕн сăн ÿкерчĕкĕсен, Элĕкри улма-çырла комбиначĕн продукцийĕн тата районти ал ĕç ăстисен ĕçĕсен куравĕ те ĕçленĕ. Мероприяти вĕçĕнче вара предпринимательсемпе хуларан килнĕ хăнасем «Новый путь» хуçалăхĕн Мăн Шĕвĕшри çĕнĕ фермăн строительствин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 июля 2018
14:22
Поделиться