Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кайăк-кĕшĕк чирĕнчен мĕнле сыхланмалла?

Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин бюджет учрежденийĕнче кайăк-кĕшĕк грипĕ енĕпе малтанлăха ирттернĕ тĕпчев чир паллисене кăтартнă май утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче эпизоотие хирĕç кĕрешекен чрезвычайлă комиссин ларăвĕ пулнă. Асăннă чир енĕпе ирттер- нĕ малтанхи тĕпчевсен результачĕ çинчен мĕнпур кирлĕ инстанцисене - республика ертỹлĕхĕнчен пуçласа вырăнти хăйтытăмлăх таранах - информаци çитернĕ. Унта утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче комисси кайăк-кĕшĕк мурĕ енĕпе эпидемиологи тĕпчевĕ ирттерме Комсомольски тата Патăръел районĕсене тухса кайнă. Комисси тĕллевĕ - Чăваш Республикин территорийĕ-нче кайăк-кĕшĕк грипне сарăлма парас мар тесе мероприятисен комплексне ирттересси.Паллах, çакăн пек лару-тăрура халăха ăнлантарни те, асра тытмалли пĕлỹ- сем пани те кирлĕ.Тĕслĕхрен, чир хăрушлăхĕн тапхăрĕнче граждансен кайăк-кĕшĕк туянма кирлĕ мар,мĕн пуррине килти хуçалăхра хупă тытса усрамалла, ăна тискер кайăксемпе хутшăнасран хытă сыхламалла. Çавăн пекех урамра кайăк-кĕшĕк виллине асăрхасан е килти хуçалăхра кайăк-кĕшĕк чирлесен çийĕ-нчех вырăнти ветеринари службине пĕлтермелле. Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынсене ересрен сыхланмалли профилактика ĕçĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ.Гигиена правилисене çирĕп пăхăнни кирлĕ, çавăнпа пĕрлех апат-çимĕç продукчĕсене те холодильникре тĕрĕс упрамалла, кайăк-кĕшĕк ашĕпе çăмартана сутма ирĕк панă ятарлă вырăнсенче кăна туянмалла, сутуçăсен çумра кирлĕ ветеринари докуменчĕ пулмалла.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ ВЕТЕРИНАРИ СЛУЖБИ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 июля 2018
12:46
Поделиться