Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван киле, ачалăха тавăракан музей

Нарат Чаккинчи ДАНЬКОВСЕМ йĕркеленĕ "Сире кĕтекен çурт" этнографи музейĕ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 10 çул çитрĕ. Çав ятпа виçĕмкун, аслă Питрав уявĕнче, пурне те яланах хапăл туса кĕтсе илекен Хăна çуртĕнче чăн-чăн уяв пулчĕ, картиш тулли халăх кĕрлерĕ, чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ. Кил хуçисен ырă пуçарăвне сума суса хисеплĕ хăнасем те, чăваш йăлине пăхăнса, парнесемпе, кучченеçсемпе килсе çитрĕç. Вĕсен йышĕнче, Чăваш Республикин Обществăлла палатин пайташĕ - Сĕнтĕрвăрри районĕн обществăлла Канашĕн председателĕ Н.Плотников, "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх ертỹçи, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ А.Кузнецов, ун ĕçтешĕ И.Андреева, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е.Матюшова, ял хутлăхĕн пуçлăхĕ О. Геронтьева тата ыттисем те. Уяв урамранах пуçланчĕ. Хапха умне пухăннă хăнасене Ăстакассинчи "Кăмăл" фольклор коллективĕ литературăпа музыка композицийĕпе кĕтсе илчĕ. Тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе, чăваш ташшипе савăнтарчĕ. Унтан музей ертỹçи пурне те Питрав ячĕпе саламларĕ, кăпăклă чăваш сăрипе сăйларĕ. Мĕншĕн-ха хăнасене хăйсен "Шăнкăрав" ушкăнĕ мар, ăстакассисем кĕтсе илнĕ теме пăхĕç хăшĕсем. Тупсăмне уçса парам, асăннă икĕ ял халăхĕ те иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче "Лесоруб" промартель хорне çỹренĕ. Апла пулсан "Шăнкăрав" та, "Кăмăл" та çав хорăн çамрăк хунавĕсем! Ĕмĕртен килекен çирĕп тымар, авалхи йăлана манманни пĕрлештерсе тăрать икĕ фольклор коллективне. "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илнĕ Людмила Геннадьевна Данькова ячĕпе хăнасем нумай-нумай ăшă та ырă сăмахсем каларĕç, музейĕн малашнехи юбилейĕсене уявлама ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕç. Музей йĕркелеме пулăшакансене пурне те - мăшăрне, юлташĕсене, ял халăхне - чунтан тав турĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç. Людмила Геннадьевна тăвакан сăваплă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç. "Халăх историйĕпе культурине пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса пырса ăна упраса хăварма тăрăшатăр Эсир, çав тери пысăк ĕç тăватăр. Уншăн тав Сире", - терĕ ентешлĕх ертỹçи А.Кузнецов, Тав çырăвĕпе парне панă май. Ентешлĕх пайташĕ И.Андреева та чун çĕкленĕвне пĕлтерчĕ, "Музейре пултăм та ачалăха таврăнтăм. Чунра юрату пур çын çеç çакăн пек пысăк ĕç тума пултарать", - терĕ. Чун-чĕрипе ырă хĕрарăмăн тараватлăхне пур енлĕн курма пултарчĕç музей юбилейне килнисем. Пăрчăкан пекех çаврăнăçуллăскер, ывăнма пĕлмесĕр хăнасем хушшинче чупкаласа çỹрерĕ. Хăйĕн килти хуçалăхĕнче музей епле йĕркеленине каласа пачĕ, экскурси те ирттерчĕ, хăнасене пĕрне те кĕрекене лартмасăр ямарĕ, техĕмлĕ шỹрпепе, хуран куклипе хăналарĕ. "Мунча хутса пултартăм. Вĕри, ăшшийĕ лайăх, мунча кĕрсех кайăр", - тархасларĕ кашнинех. Вунă çул хушшинче ял музейĕнче 29 çĕршыв турисчĕсем пулнă. Вĕсем пурте тенĕ пекех кунта чăваш апат-çимĕçне астивнĕ, мунчара шăм-шака кантарнă. "Ял туризмĕпе эпĕ тахçанах кăсăкланатăп. Вăл пирĕн ялсене хăйсен пĕлтерĕшне уçса пама, халăх йăли-йĕркине упраса хăварма тата аталантарма, пĕр шухăшлă çынсене пĕтĕçтерме пулăшать. Эпĕ Хăна çуртне килĕштертĕм. Кунта пĕтĕмпех чăн-чăн япаласем. Туристсемшĕн çакă - чи пахи те илĕртỹлли. Людмила Геннадьевнăн ĕçĕ курăмлă, тав сăмахне тивĕçлĕ. Музей ячĕ те пур енлĕн килĕшсе тăрать. Унăн чăвашла ятне юнашар çырсан аванрах пулĕччĕ", - терĕ Сĕнтĕрвăрри районĕн обществăлла Канашĕн председателĕ Н.Плотников. Шупашкарта пурăнакан Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ С.Ефремова та хăй курса тĕлĕннине пытармарĕ, "Пире кĕтсе илекен хĕрарăмсем çинчи чăваш тумĕсем çав тери илемлĕ. Хамăр тăрăхри тумсемпе танлаштаратăп та уйрăмлăхне куратăп. Маншăн ку - çĕнĕлĕх. Кунта пурне те тĕлĕнтерекен кăсăклă япаласем нумай. Ĕлĕк мĕнле пулнă, шăп çавăн пек упраса хăварнă вĕт-ха! Музейре хама тăван килти пек туйрăм, ачалăха аса илтĕм. Эпĕ ỹснĕ чухне пирĕн килте те çак япаласем пурччĕ. Музей хуçи çав тери маттур. Ун пек çынсене пулăшса, хавхалантарса пымалла". Людмила Геннадьевна пек пултаруллă та ĕçчен çынсемпе эпир чăннипех мăнаçланатпăр. Вăл акакан вăрлăх ырă çимĕç парать, халăхăмăрăн авалтан килекен ăс-хакăлпа пурлăх культури упранса пырса çĕнĕ ĕмĕре кĕрет, çамрăк ăрушăн халăх историйĕн çĕнĕ кĕнеки уçăлать. Ĕлĕкхи пурнăçа сăнлакан экспонатсем урлă эпир самантлăха та пулин тăван кĕтесе, атте-аннесем, асатте-асаннесем пурăннă вăхăта таврăнатпăр, мĕншĕн тесен Тăван çĕршыв пĕчĕк ялтан, пире кĕтекен çуртран пуçланать.

 

Н.КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 июля 2018
12:41
Поделиться