Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк гриппĕ. Чăх-чĕп вилет

13 июля 2018 г.

Асăннă чир пирки хаçат страницисенче пĕрре кăна мар çырнă. Кайăк грипĕ — тискер кайăксемпе килти кайăк-кĕшĕке пырса тивекен вируслă чир. Вăл хуçалăхра, районта, регионта хăвăрт сарăлса чăх-чĕпе йышлă пĕтерме пултарать. Çавăнпа та пурте тимлĕ пулни темрен те паха.
Акă, çак кунсенче республикăра, районта выльăх чирĕсемпе кĕрешекен ятарлă комиссин ларăвĕ иртнĕ. Вăл ЧР ветеринари лабораторийĕ тĕрĕслеме панă материалта кайăк грипне тупса палăртнипе çыхăннă.
Хальлĕхе Патăрьел ялĕнчи пĕр хушма хуçалăхра — 11, Комсомольски районĕнчи Хирти Явăшри икĕ хуçалăхра харăсах 43 чĕп вилни паллă. Вĕсем июлĕн 4-мĕшĕнче уйрăм предпринимательтен бройлерсем туяннă пулнă. Кил хуçисем аптранипе инкек çинчен районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен службăна пĕлтернĕ. Ветеринарсем хуçалăхсене çийĕнчех çитнĕ: биоматериал илсе республикăн чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен лабораторине çитернĕ. Унтан ăна тĕплĕн тĕпчеме Владимир хулинчи лабораторие ăсатнă.
Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче районта эпизоотологи тата эпидемиологи тĕпчевне ирттерме Шупашкартан килнĕ ятарлă комисси ĕçлерĕ. Çавна май районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕ Сергей Васильев кайăк-кĕшĕк грипĕпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатрĕ:
— Шупашкарти ветеринари лабораторийĕн анализĕпе Хирти Явăшри икĕ хуçалăхра кайăк-кĕшĕк грипĕ çирĕпленчĕ. Ăна тепĕр хут тĕпчеме Владимирти наукăпа тĕпчев институтне ятăмăр. Хальхи вăхăтра çак чире малалла аталанма парас мар тĕллевпе районти ветслужба сотрудникĕсенчен талăкĕпех пост йĕркеленĕ. Район пасарĕнче вăхăтлăха чăх-чĕп сутма чарнă. Çак кунсенче çынсен усал чиртен асăрханас тĕллевпе пасартан кайăк-кĕшĕк туянма тăхтамалла. Енчен те хуçалăхра çине-çинех чăх-чĕп вилме пикенчĕ пулсан çийĕнчех пирĕн ветеринари службине 5-12-22, 5-16-11 телефонсемпе пĕлтермелле.
Кайăк грипĕ республика территорийĕнче ан сарăлтăр тесе комплекслă мерăсем йышăнаççĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче çак тĕллевпех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе рай-онта комисси канашлăвĕ иртрĕ.
«Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Çĕрпÿ районĕсенчи ветслужбăн кайăк-кĕшĕк грипне профилактикăлассипе, чире палăртнă ялсенче унăн çулне пÿлессипе çыхăннă ĕçсене çине тăрсах пурнăçламалла. Ял çыннисемпе тĕл пулса калаçмалла, ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле. Чире сарăлма памалла мар. Ку чи малтанах хушма хуçалăх тытса пыракансенчен килет. Мĕншĕн тесессĕн чылайăшĕ чăх-чĕп чирлине палăртасшăн мар. Ку вара — пысăк йăнăш. Чирлĕ кайăк-кĕшĕке тĕп тумалла. Çакна пурин те кирлĕ пек йышăнмалла. Мĕншĕн тесессĕн кайăк грипĕ чăх-чĕпсене çеç мар, çынна та пысăк сиен кÿрет, çынсем йывăр чирлеççĕ», — терĕ Сергей Артамонов.
Асăннă чир килти чăх-чĕпе, хур-кăвакала ан ертĕр тесен, чăннипех те çирĕп йĕркесене пăхăнмалла:
— килти хуçалăхри кайăк-кĕшĕке урама кăлармалла мар;
— грипп хăрушлăхĕ пур чухне кайăк-кĕшĕк туянмалла мар;
— кайăк-кĕшĕке апат панă чухне, вĕсем пурăнакан территорие тасатнă чухне çакна валли ятарласа уйăрнă тумтир тăхăнмалла. Тасатнă вăхăтра çиме, ĕçме, пирус туртма юрамасть;
— енчен те кайăк виллине е чирлĕ кайăка урамра куртăр пулсан, патшалăх ветеринари службине пĕлтермелле.
Çынна кайăк грипĕ ан ертĕр тесен:
— харпăр хăй гигиенине пăхăнмалла, çăмартасемпе пĕçермен кайăк какайне ытти апат-çимĕçпе пĕрле упрамалла мар;
— чирлĕ е вилнĕ кайăксене çара алăпа тытмалла мар;
— кайăк-кĕшĕк какайне тата çăмартана кирлĕ ветеринари докуменчĕсем пур çĕртен çеç туянмалла;
— çăмартана 10 минутран кая мар, какая 30 минутран кая мар 100 градуслă температурăра пĕçермелле;
— шывра ишекен тата кил таврашĕнче пурăнакан /кăвакарчăн, çерçи, ула курак тата ытти те/ кайăксене тытмалла мар.
Лару-тăру чăннипех те çивĕч, çавăнпа та районта пурăнакан кашни çын тимлĕ пулни лайăх. Пĕр-пĕрне ăнланни, кайăк-кĕшĕке пăхса тăни, вĕсем чирлине асăрхасассăн, тÿрех ветеринари службине пĕлтерни чире кĕске вăхăтра çĕнтерме май парать.
А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика