Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ халăх çыннисем туслăхра, килĕшÿре пурăнни — пысăк вăй

11 июля 2018 г.

Июлĕн 6-7-мĕшĕсенче Шупашкарта федераци пĕлтерĕшлĕ XVIII Сабантуй кĕрлесе иртрĕ. Хăнасем Раççейри 41 регионран килсе çитнĕ.

Сăмах май, Хусанта Сабантуй яланах тĕлĕнмелле чаплă иртнине, ăна пурте хапăлласа йышăннине пĕлетпĕр. Федераци шайĕнчи çак уява кашни çул тĕрлĕрен регионта йĕркелеççĕ. Иртнĕ çул вăл Астрахань хулинче, кăçал çулталăкри мероприяти Чăваш Енре иртнĕ.

…Малтанхи кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тутарстан Республикин пултарулăх ушкăнĕсен чаплă концерчĕ иртнĕ. Вăл пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан икĕ регионăн пĕрлехи номерĕнчен — «Туслăх» театрализациленĕ прологран пуçланнă.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Тутарстан Республикин Премьер-министрĕн çумĕ, пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн «Милли Шура» наци канашĕн председателĕ Василь Шайхразиев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă. Уяв концерчĕ пуçланиччен вĕсем тутар халăхĕн пултарулăх промыслисен куравĕпе паллашнă.

— Тутар халăхĕн тĕлĕнмелле культури нумай енлĕ Раççей культурин уйрăлми пайĕ, — тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕршыв шайĕнчи уява пухăннисене салам сăмахĕсем каланă май. Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова, унăн ушкăнĕнчи çынсене, тутар наципе культура автономийĕн ертÿçисене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунă. Вăл çакăн йышши наци йăли-йĕркине асра тытса йĕркелекен мероприятисем çитĕнекен ăрăва воспитани парса çитĕнтерессинче, халăхăн культурине вĕрентсе ăша хывса пурăнма вĕрентессинче пысăк витĕм кÿнине палăртса каланă.

…Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Тутарстан Республикин Президенчĕпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Рустам Минниханов Михаил Игнатьева тата унăн командине Сабантуй йĕркелеме пулăшнăшăн, хăнасене хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн тав тунă.

— Чăваш Енре 34 пин тутар пурăнать. Вĕсем Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Тутарстанра вара 116 пин чăваш тĕпленнĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра хăйсен йăли-йĕркине упрассишĕн, аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Эпир ку енĕпе чăвашсене яланах пулăшса пыратпăр, — тенĕ вăл.

Рустам Минниханов «ЭКРА» НПП ООО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май Чăваш Енри предприятире производствăна пысăк шайра йĕркеленине палăртнă. «ЭКРА» хальхи йышши, самана ыйтнине тивĕçтерекен предприяти, унăн малашлăхĕ пысăк. Кунта конкуренцие кĕме пултаракан продукци туса кăлараççĕ.

Чăваш тата Тутар Республикисен хушшинче экономикăн тĕрлĕ сферинчи ĕçлĕ çыхăнусем тахçанах йĕркеленнĕ. Çак хутшăнусенче «ЭКРА» НПП ООО пайĕ те пĕчĕк мар. Предприяти Тутар Республикинчи энергетика субъекчĕсене электротехника оборудованийĕпе тивĕçтерет, гаранти тата хыççăнхи тапхăрта пăхса-сăнаса тăрать, юсав ĕçĕсем ирттерет. Иртнĕ çул та кÿршĕ региона 395 миллион ытла тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Экспорт калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Рустам Минниханов Тутарстанри нумай предприяти «ЭКРА» оборудованине килĕштернине çирĕплетрĕ. Малашне кÿршĕ регионсем электротехника кластерĕнче тата тухăçлăрах ĕçлеме пуçлассине шанма пулать.

Ĕçре, пултарулăхра пысăк çитĕнÿ тунисене чысласси те тĕп вырăнта пулчĕ. Тутар халăх культурине упраса хăварас, аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă çынсене Чăваш Ен тата Тутарстан ертÿçисем патшалăх наградисемпе хавхалантарнă. Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономийĕ Рустам Миннихановран пысăк парне — микроавтобус йышăннă.

…2018 çулхи Сабантуй ялавне çĕкленĕ хыççăн çĕр ĕçченне халалланă уяв малалла тăсăлнă. Тутарсем, вырăссем, чăвашсем туслă йышпа вăйă картине тăнă, ĕç çыннине мухтакан юрă-кĕвĕ Атăл тăрăх инçете саланнă. Кунта тĕрлĕ вăйăсем, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Раççей шайĕнчи Сабантуя пирĕн районти Сăрьелти «Дуслык» фольклор ушкăнĕ /сăн ÿкерчĕкре/ те хутшăннă, лауреат дипломне тивĕçнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика