Клубные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр! кĕрлерĕç уявсем

27 июня 2018 г.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Пĕтĕм чăвашсен VI "Акатуй" уявĕ иртрĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче вара Республика кунне паллă турăмăр.

Уява çулсерен Раç-çейĕн пур кĕтесĕнчен пултарулăх коллективĕсем пуçтарăнаççĕ. Йăлана кĕнĕ фольклор коллективĕсен концерчĕ вара халăхсем хушшинчи туслăх çыхăнăвне çирĕплетет. Республикăра пурăнакансемпе хăнасем вĕсене Хĕрлĕ лапамра тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ.

Уява районти Культура çурчĕн "Шокăль" халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи - Виталий Чишкин) те хутшăннă. Вăл хăйĕн юрăпа ташă номерĕпе тата "Утăçи" йăли-йĕркипе республикăра пурăнакансемпе хăнасене тыткăнланă. Мероприятие активлă хутшăннăшăн тата пултарулăх кăтарт-нăшăн "Шокăль" халăх фольклор ансамблĕ Димлома тивĕçнĕ.

Июнĕн 24-мĕшĕнче вара республикăри районсемпе хуласенчи пултарулăх коллективĕсем хутшăннипе "Мухтав, Чăваш Ен!" программа старта тухнă. Малтанлăха конкурсантсен 1-мĕш турăн "али" витĕр районсемпе хуласенче тухмалла пулнă. Чăваш Республикин тĕп сцени çинче 12 команда пултарулăхĕпе савăнтарнă. Вĕсен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕн команди те - "Сăр таппи" фольклор ансамблĕ, "Шуçăм" коллектив (район администрацийĕн культура, туризм тата архив ĕçĕн пай начальникĕ Александр Самсонов ертсе пынипе) - пулнă.

Çак кунах Хĕрлĕ лапамра Чăваш Енĕн Ачасен пĕрлештернĕ хорĕн концерчĕ иртнĕ. Вăл республикăри музыка тата искусство шкулĕсен 50 хорне пĕрлештернĕ. Районсемпе хуласенчи 9-14 çулсенчи 1000 ытла вокалист республикăра пурăнакансемпе хăнасене саламланă. Палăртма кăмăллă, вĕсен йышĕнче Татьяна Зарубина тата Валентина Грачева преподавательсем ертсе пынипе районти Искусство шкулĕн 16 вĕренекенĕ пулнă. Ачасен хорĕ Чăваш Республикин гимнне юрланă.

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика