Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме пир çине куçараççĕ

13 июля 2018 г.

Пирĕн ят-сума тĕнче шайне кăларнă чăвашсен пĕрремĕш художникĕ Алексей Кокель çуралнă çĕршывĕ вуниккĕмĕш хут профессилле ỹнер ăстисене хапăл турĕ.

Паян Турханта сăрă маçтăрĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи илемлĕ вырăнсене, маттур та пултаруллă ĕçченĕсене, туслă халăхне пир татăкĕ çине пĕринчен тепри ăста ỹкереççĕ. Кăçалхи пленэр-симпозиумăн тĕп теми те анлă: "Наци ỹнер искусстви - халăхсен туслăхне çирĕплет- мелли тĕп фактор". Çак кунсенче эпир мольберт хуçисемпе тĕл пулнă самантра та художниксем кашниех хăйсем валли суйласа илнĕ сюжетпа ĕçлетчĕç. Саранск хулинчен пуçласа пленэра хутшăнннă сăрă ăсти ирпе-ирех Тури Тăрмăш чиперккин сăнне катан пир çине йĕрлесе ỹкерме те ĕлкĕрнĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă çамрăк хĕр картина çинче тата чипер те уçă кăмăллă курăнать. "Çак сăнарта эпĕ чăвашсен ырă кăмăлĕпе тараватлăхне, сăпайлăхне куратăп. Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнче пĕрремĕш хут пулин те вырăнти халăхăн ĕçченлĕхне, ăшăлăхне, пĕр-пĕринпе туслă пурăннине малтанхи кунсенчех туйса илтĕм. Хамăр ушкăнпа Етĕрне районĕнчи илемлĕ вырăнсене çитсе те ỹкерчĕксем çыртăмăр. Унти çынсем те хăнасене питĕ хапăл..."- кăмăлтан каласа парать Мордва Республикинчен килнĕ Е. Балакшин художник.

Юлашки çулсенче пленэра мăшăрпа ỹнер искусствине "кỹлĕннĕ" творчество çыннисем те сахал мар хутшăнаççĕ. Акă, Алексейпе Ольга Швецовсем Кировран инçе çула кĕскетсе çитнĕ. Иккĕшĕ те Раççей художникĕсен Союзĕн членĕсем. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - чăваш наци халăхĕн культурине, йăли-йĕркине çывăхрах тĕпчесси, унăн сăнарне, наци çи-пуçне кăтартса парасси. Паллах, чăваш, тутар, ирçе наци халăхĕ пурăнакан илемлĕ вырăнсене сăнлассине те тĕпе хываççĕ. Çавăнпа та вĕсем çак кунсенчех Шăнкăртам, Шăхач ялĕсене çитсе тутар тата ирçе халăхĕсен культурипе те çывăхрах паллашасшăн. Художниксем Патăрьел çĕрĕ çинче ирттерекен шутлă кунсене тухăçлă ĕçлеме планланă. Тĕп ĕçĕпе пĕрлех вĕсем искусство шкулне çỹрекен çамрăк сăрă ăстисемпе мастер-класс ирттереççĕ, вĕсене ỹнер творчествинчи вăрттăнлăхсемпе паллаштараççĕ тата ытти те.

Сăмах май каласан, ку таранччен Турханти пленэр-симпозиума 120 ытла професилле художник хутшăннă. Вĕсем 1000 ытла ỹкерчĕк çырнă.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика