Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КŸРШĔСЕНЕ ТĔЛĔНТЕРНĔ

07 июля 2018 г.

Нумаях пулмасть Саранск хулинче «Вкусная Мордовия» фестивале пирĕн районти артистсем — «Кумсем» /Иван тата Лилия Шурбинсем, Валерипе Ольга Архиповсем/ ансамбль тата вĕсемпе пĕрле Сергей Баранов хутшăннă.

Вĕсем хăйсен репертуарĕнчи «Купăса тăсса ярсассăн», «Маруся», «Çамрăк ĕмĕр иккĕ мар», «Любовь и сон», «Ты лети, моя душа», «Доярочка», «Мимо этой хаты», «Как по горкам по горам» тата ытти юрăсем шăрантарса вырăнти халăхпа хăнасене тыткăнланă.

«Кумсем» ансамбле Мордови республикин культура, наци политикин, туризм тата архив ĕçĕсен министерстви «Welcom в Мордовию» фестивале хастар хутшăннăшăн дипломпа тата хаклă парнесем парса чысланă.

Пирĕн ентешсем ытти хăнасемпе пĕрле вĕсен наци апат-çимĕçĕсене те астивсе курнă. Каçхине вара кунта пуçтарăннă Пенза, Чулхула облаçĕсенчен тата Чăваш, Мордва республикисенчи коллективсем пурте пĕрле Пинçуллăх тÿремĕнчен пуçласа «Мордовия Арена» стадиона çитсе курнă.

Чун-чĕрене ырă кăмăл-туйăм çуратакан çак кун пирĕн юрăçсем хăйсене Тунисра тата Панама хулисенче пулнă пекех туйнă.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика