Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул тăван кил пекех

09 июня 2018 г.

Сăнанă тăрăх, истори учителĕсем ку профессире тăрăшнипе çеç мар, ытларах чун ыйтнипе тăван ен аталанăвне тĕпчессипе, ун çыннисем пирки çитĕнекен ăрăва пĕлтерес тĕлĕшпе чылай ĕç тăваççĕ. Кунашкал çынсенчен пĕри – Туçи Мăратри шкулта тимлекен Петр Яковлевич Золов.

Юлашки вăхăтра вăл Чăваш енĕн паллă çыннисем пирки стенд хатĕрлессипе чылай тимленĕ. Хамăр тăрăхран унта тĕнчипе паллă опера юрăçи Максим Михайлов, Надежда Павлова балерина, тава тивĕçлĕ артисткăсем Валентина Смирнова тата Мария Еланова сăнĕсем кĕнĕ. Маларахри çулсенче пухнă материалсем те шкул коридорĕнчи стендсенче вырăн тупнă: Çавалкас ял поселенийĕнчи ялсенчен тухнă офицерсене (50 ытла çын), И.Ивник тата К.Иванов юбилейĕсене, Чăваш Республикинчен тухнă олимпиецсене-чемпионсене, Олимп чемпионкине Аделина Сотникована халалланисем. Ĕмĕтре тепĕр тема та пур – тăван шкулăн 125 çулхи юбилейĕ. Тавракурăма аталантарма, пĕлĕве ÿстерме, паллах, лайăх меслетсем.

Петр Яковлевич урокра та кашни материала ăнланмалла, ăса хывмалла парать. Вĕренекенсем историе юратчăр, пĕлччĕр тесе тĕрлĕ майсемпе усă курать.

Пĕтĕмĕшле стажран – 45 çултан – 43-шне Туçи Мăрат шкулĕнче пухнă. Çак тапхăрта вăл ĕçтешĕсен, вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕн хисепне çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ хывнипе кăна мар, хăй те çуллен аталанса пынипе çĕнсе илнĕ.

Туçи Мăрат шкулне Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан килнĕ. Куçăмсăр майпа             И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтеричченех ăна директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместительне çирĕплетнĕ. Ку должноçра вăл вăтам шкул тапхăрĕнче 21 çул тăрăшнă. Пур енлĕн аталаннă, чĕрĕ те йăрă çамрăка Сăкăтри, Кăмашри шкулсенче директор пуканне сĕннĕ, анчах та Петр Яковлевич ĕç вырăнне улăштарма килĕшмен.

Икĕ çул Совет Çарĕнче службăра тăнă. Сержант званипе таврăннă. Халĕ – отставкăри аслă лейтенант.

Канашра пĕрле вĕреннисенчен ытларахăшĕ аспирантура пĕтернĕ, наука кандидачĕсен ятне илнĕ. Петр Яковлевича та диплом илсен преподавательсем малалла вĕренме ÿкĕтленĕ.

– Аспирантурăна кайманнишĕн те, урăх шкула ĕçлеме куçманнишĕн те нихăçан та кулянман. Тĕрĕссипе, кун пирки шутлама та вăхăт пулман, мĕншĕн тесен тăршшĕпех чуна парса ĕçленĕ. Туçи Мăрат шкулĕ маншăн тăван кил пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар, – тет пысăк стажлă учитель.

Вĕрентекенĕн паха ĕçне ачасен пĕлĕвĕн кăтартăвĕ аван çирĕплетет. Петр Яковлевичăн чылай вĕренекенĕ историпе юридици специальноçĕсене суйласа илнĕ. Малтанхи çулсенче вĕренсе тухнисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Хальхи вĕренекенсем çулсерен предмет олимпиадисенче палăраççĕ. Александр Петров акă виçĕ çул харăс районта çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. «Çав тери ăслă ача. Кĕнеке нумай вулать. Пур предметпа та аван ăнкарнăран шкул чысне тĕрлĕ енпе пĕрре мар çĕкленĕ», – ăшшăн калаçрĕ Петр Яковлевич. Вĕренекенĕсем «Зарницăра», обществознанипе, историпе иртекен конкурс-викторинăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче тăтăшах çĕнтереççĕ. Пĕлтĕр çарпа патриотизм вăййисенче Тăван çĕршыв историне 1-мĕш вырăнлăх хÿтĕленĕ, кăçал «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă.

Петр Яковлевичăн тăрăшуллă, мал опытлă ĕçне нумай хутчен хакланă. Вăл Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Район, республика шайĕнчисем чылай. Раççей Федерацийĕн Ĕç ветеранĕ.

Мăшăрĕ те, Галина Лукиановна, вĕрентÿ тытăмĕнче – Шупашкарти ача садĕнче – тăрăшать. Ачисем урăх çулпа кайнă: Алексей – строитель, Альбина – менеджер.

– Ĕмĕрĕпех, пĕр улшăнмасăр, шкулта ĕçленĕренех ĕнтĕ ачасемсĕр хам пурнăçа курмастăп. Вĕсем çĕннинчен те çĕннине пĕлме тăрăшни, хастар пулни кăмăла çĕклет, – терĕ Петр Яковлевич çак ăнтăлура хăйĕн те тÿпи пулнишĕн савăнса.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика