Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атмалкассинче Изосим Башкирова чысласа палăк уçрĕç

10 июля 2018 г.

Паян Атмалкасси ялĕн çăви çинче милици лейтенантне, Çурçĕр Кавказри хаяр тытăçура пуçне хунă Изосим Башкирова чысласа палăк уçрĕç. Ăна пĕр уйăх хушшинче Чăваш Республикин СОБР отрячĕ тата ветеранĕсем вырнаçтарса лартнă.

Палăка официаллă майпа уçнă çĕре 1995-2000 çулсенче Чăваш СОБР отрядне ертсе пынă милици полковникĕ, пирĕн ентеш (Тимĕрçкасси ялĕнчен) Юрий Григорьев, 1999-2010 çулсенче ятарлă отряд командирĕ пулнă милици полковникĕ Марат Михайлов, 2010 çултан пуçласа паянхи кунччен командирта тăрăшакан полици полковникĕ Александр Тимофеев, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков, Шалти Ĕçсен министерствин ветеранĕ, таврапĕлÿçĕ Геннадий Михайлов хутшăнчĕç. Çăва çине ял-йыш, И.Башкировăн тăванĕсем, вĕрентекенĕсем, тус-юлташĕ, пĕрле службăра тăнисем пуçтарăннă.

Пухăннисенчен кашниех Изосим паттăрлăхĕ, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, служба вăхăчĕсем çинчен каласа пачĕç. Ураскилт чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте çĕнĕ палăксене çветтит турĕ. Юлашкинчен пурте Изосим, унăн амăшĕн тата пиччĕшĕн палăкĕсем умне чечексем хучĕç.

Аса илтерер: милици лейтенанчĕ Изосим Васильевич Башкиров Атмалкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Салтак хыççăн тÿрех Шалти ĕçсен органĕсене вырнаçнă. Малтанах ППСМ полкăн уйрăм батальонĕн милиционерĕ, кайран йĕркеленсе преступлени тăвас тĕлĕшпе кĕрешессипе ĕçлекен управленинче ятарлă уйрăмăн оперуполномоченнăйĕ пулнă. 1995 çулта Мускав институчĕн Тверь хулинчи филиалĕнче пĕрремĕш курс пĕтернĕ. 1996 çулхи февральтен вара вăл Грознăй хулинче СОБР пĕрлешнĕ отрячĕпе службăра тăнă. Чечен Республикинче йĕркелĕхпе саккуна пăхăнни енĕпе тĕллевсене пурнăçланă.

1996 çулхи март уйăхĕн 6-мĕшĕнче СОБРăн чăваш отрячĕ Чулхулапа Липецк СОБР отрячĕсен сотрудникĕсене пулăшма çула тухнă. Çул çинче вĕсен экипажĕсем çине боевиксем тĕрлĕ хĕç-пăшалтан, гранотометсенчен пеме пуçланă. Çав вăхăтра Изосим тусĕсене хупăрланă. Вырăнтан вырăна куçнă вăхăтра вара ăна снайпер амантнă. Апла пулин те Изосим аманнăскерех мĕнпур вăйран малалла çапăçнă. Вăй-хал чакнăран унăн пулемечĕ юлашкинчен алăран тухса ÿкнĕ. Пĕрле службăра тăнисем ăна çапăçу районĕнчен аяккалла илсе тухма пултарнă, госпитале илсе çитернĕ, анчах та мартăн 6-мĕшĕнче каçхине 22 çулти офицер юн нумай тăкнăран ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Службăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Изосим Башкиров лейтенанта вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе чысланă. Офицер ячĕпе Чăваш Енри Шалти Ĕçсен министерствин СОБР зданийĕнче тата тăван шкулĕнче мемориал хăмисем те вырнаçтарнă.    

А.СИЛИВЕСТРОВА.  

 

 

http://gov.cap.ru/Photo.aspx?id=293225&gov_id=602

 

         

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика