Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăнтăрчăри хисеплĕ ватă

06 июля 2018 г.

Аслă вăрçă пуçланнăранпа 77 çул пулчĕ кăçал. Çапла хăвăрт шăвать вăхăт. Пĕчĕк Хĕветĕр, вăрçа тухса кайнă ашшĕнчен сакăр çулта юлнăскер, хăй те лайăххăн сисмерĕ, сакăрвун пиллĕке çитсе тăчĕ.

Ашшĕ пил парса хăварнине Хĕветĕр тулли кăмăлпа пурнăçланă. Шкул вĕреннĕ, ун хыççăн ял хуçалăх ĕçĕсенче вăй хунă. Ят тухсан Совет Çарне службăна кайнă, виçĕ çул хушши Германире пулнă. Командовани темиçе хутчен те тав тунă тата хисеп хучĕсем парса чысланă чăваш каччине. Службăра палăрнăран сержантсен шкулне те янă.

Тăван ялне старшина званипе таврăннă вăл. Канма шутламан, хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. Асăрханă çакна колхоз правленийĕ, ăна уй-хир бригадин бригадирне шанса лартнă. Çанă тавăрса кỹлĕнет пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçне. Кайра пынă бригада вăй илсе йĕркеленет. Хăйне лайăх енчен кăтартнăран хальхинче ăна сĕт-çу фермин заведующине çирĕплетеççĕ. Яваплăхне туйса выльăхсен йышне ỹстерме тимлет. Колхоз правленийĕ ĕçри хастарлăхпа тăрăшулăхшăн темиçе хутчен те парнепе чысланă ăна. Малалла - вĕренỹ. Канаша механизаци шкулне çул тытать. Ăна пĕтерсен вĕсен ушкăнне Казахстана çерем çĕрсене малалла уçма яраççĕ. Хĕрĕх çиччĕн тухса кайнă вĕсем Чăваш Енрен. Унти хуçалăх директорĕ çамрăксене хапăлласа кĕтсе илнĕ. "Вăл, чăвашсене унччен те пĕлнĕскер, ырласа та пăхрĕ пире, кашнине техникăпа тивĕçтерчĕ. Мана СК-5 çĕнĕ тĕш тырă комбайнĕ шанса пачĕ", - куç умне кăларать ун чухнехине Федор Павлович.

Пуçланнă вара хĕрỹ ĕç. Машинăсем çĕнĕ тырра аран-аран турттарса ĕлкĕрнĕ. Тырри ăнса пулнă ун чухне. Çапла тĕш тырă çапса илессипе çамрăк комбайнер малти вырăна тухать. Çавăншăн ăна хаклă парне парса чысланă. "Çерем çĕрсене ĕçе кĕртнĕшĕн" медале те тивĕçнĕ.

Анчах вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Килте ватă амăшĕ пуррине асра тытса тăван тăрăха таврăнма шутлать каччă, часах тăван ене килсе çитет.

Вырăнта часах асăрхаççĕ Федор Павловича. Ăна район хаçачĕн редакцине ĕçлеме илеççĕ. Вăл партин Аслă шкулне вĕренсе пĕтерет.

Пĕррехинче парти райкомĕн бюровĕнче вырăнти "Союзпичет" пирки ыйту тăнă, ертỹçĕне кама лартас пирки сăмах пынă. Федор Павлович кандидатури çинче чарăннă бюро членĕсем. Ĕç укçи пĕчĕкрех пулсан та, килĕшнĕ вăл пуçлăх пулма, кайран шалăвне те хушса панă.

Хаçат-журнал çырăнтарасси ỹссе пынă. Тĕрлĕ таварсемпе те суту-илỹ тунă. Плансем пурнăçланнă. Вăл вăхăтра лимитпа уйăрса панăран центрта тухакан журналсем района сахал килнĕ. Çак йĕркесен авторĕ те "Здоровье" журнала пĕр çулталăк хушши илеймен. Каярах ирĕклĕрех çырăнтарнă. Ф.Михайлов тăрăшмасăр пулман вăл.

"Союзпичетрен" Ф.Михайлова районти çыхăну узелĕн начальникне уйăрса лартаççĕ. Кунта та плана пурнăçласа пынă. Тăвайри çыхăну узелĕ малтан мала талпăнсах республикăра пĕрремĕш, Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăн хыççăн Ф.Михайлова тăхăр оклад чухлĕ укçан преми панă. Вăл малалла тăрăшнă. Налуксене те вăхăтра тỹленĕ. Патшалăх умĕнче парăмсем пулман.

Кĕçех почта уйрăмĕн начальникĕнчен ялти "Заря" хуçалăха ертсе пыма суйлаççĕ Ф.Михайлова. Унтан "Луч" директорĕнче ĕçленĕ. Умĕнхи ертỹçĕ çанталăка пула çĕршер гектар тырра вырса илеймесĕр хĕл каçарнă. Çак тырра Ф.Михайлов çуркунне çаптарнă. Вăрмар районĕн ертỹçи уя пырсах çуркунне тырă çапнине курса тĕлĕннĕ.

Кунсем иртеççĕ, çулсем шăваççĕ. Çак таранччен пурăнса çитеймерĕ арăмĕ Таисия Петровна. Вĕсем мăшăрĕпе пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ ачисем пурте тенĕ пекех çемьеллĕ. Ытларахăшĕ хулара - Шупашкарта тĕпленнĕ. Хĕрĕ, Роза Федоровна, ялти фельдшер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшать. Ашшĕне вăл пăхса пурăнать. Иртнĕ эрнере Ф.Михайлова район больницинче тĕл пултăм, юн пама черетре тăнине хыпарларĕ, юлашки вăхăтра сывлăхĕ хавшанине каларĕ.

Федор Павлович, ялан сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннă, çут çанталăк тусĕ те вăл. Йывăçсем нумай лартса ỹстернĕ, пĕчĕк вăрман тесе калăн вĕсен тавралăхне. Кайăксем кашни ир ăна ырласа юрă шăрантараççĕ, чĕпĕсем кăларса ỹстереççĕ.

Турă Сире нумай-нумай çул пурăнма сывлăх патăр, телейлĕ пулăр.

Ф.ПЕТРОВ.

Йăнтăрчă-Пуянкасси.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика