Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытларах çырăнтарассишĕн тăрăшрĕç

06 июля 2018 г.

Ытларах çырăнтарассишĕн тăрăшрĕç

 

Раççей почти республикăра пурăнакан ахаль çынсен кулленхи пурнăçĕпе бизнесĕ çине палăрмаллах витĕм кỹрекен пысăк предприятисенчен пĕри шутланать. Чăваш Енри почта çыхăнăвĕ - кал-кал аталанакан, социаллă пĕлтерĕшлĕ отрасль. Çак сферăра хăйсен профессине чунтан парăннă, компетентлă та тимлĕ çынсем вăй хураççĕ. Çанталăка пăхмасăр, кашни кун почтальонсем çырусемпе посылкăсене, хаçатсемпе журналсене, пенсисемпе пособисене республикăн чи инçетри кĕтесĕсенче пурăнакансене те вăхăтра çитерсе параççĕ. Почтальонсем пĕччен пенсионерсемпе сусăрсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене республикăра пурăнакансенчен салам открыткисемпе ыр кăмăллăх парнисене тỹлевсĕр парса савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнтарас кампанине вĕçлерĕç Чăваш Енри çыхăну уйрăмĕсем.

Пирĕн районти почтальонсем те ку енĕпе çуллен палăрма тăрăшаççĕ. "Ял ĕçченне" кашни çемьене çитерессишĕн тимлеççĕ, районти хаçатçăсемпе пĕрле ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсен профессиллĕ уявне, Раççей почтин кунне ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕç.

Йăнтăрчăри çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем те кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн вырăнти пичет кăларăмне ытларах çырăнтарассишĕн вăй хучĕç. Татьяна Витальевна Митрофанова йĕркелесе пырать унти ĕçсене.

Раиса Касьяновна Воробьева почтальонкăна палăртмалла ку енĕпе. "Район хаçатне хам та чи малтан алла тытатăп, йĕрке сиктермесĕр вуласа тухатăп. Йăнтăрчăра пурăнакансене те тăтăшах сĕнетĕп унпа туслашма. "Ял ĕçченĕ" çĕршыври, республикăри, районти хыпарсене вулакан патне вăхăтра çитерме тăрăшать", - тет почтăн тулли сумкине йăтнă хĕрарăм. Тимĕр урхамахне, велосипедне кустарса тухрĕ кĕçех.

1994 çултанпа çỹрет вăл пĕр сукмакпа, сивĕрен те, çумăрлă çанталăкран та, шăрăх кунсенчен те шикленмест, пĕр çемьерен теприн патне васкать.

Мăшăрĕпе, Анатолий Петровичпа хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, мăнукĕсем те савăнтараççĕ Воробьевсене. Кил хуçалăхри тата пахчари ĕçсем пирки те манмасть туслă мăшăр.

Ĕçтешĕсем, Улянкăпа Тенеялĕнче хаçат-журнал, пенси укçи валеçекен Эльвира Александровна Ивановапа Алевтина Николаевна Александрова унран ырă тĕслĕх илеççĕ.

РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Тав хутне пирĕн районти Йăнтăрчăри Р.Воробьевана та панă. "Раççей почти" ФГУПăн Хисеп грамотипе Тăвайри çыхăну уйрăмĕн начальникне Е. Федотована наградăланă. Тăвай район администрацийĕ Т.Красновапа (Енĕш Нăрваш) В.Никитина (Тĕмер) почтальонсене чысланă, çывхарса килекен профессиллă уявпа саламланă.

Эпир, хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем, районти почтальонкăсемпе çыхăну уйрăмĕсен ертỹçисене "Ял ĕçченне" ытларах кил-йыша çитерме пулăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçусем сунатпăр. Эсир илсе çитерекен çĕнĕ хыпарсем яланах лайăххисем кăна пулччăр.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Йăнтăрчăри çыхăну уйрăмĕн почтальонки.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика