Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă ачалăх

06 июля 2018 г.

Ачасен кану кунĕсем пыраççĕ. Çак вăхăтра вĕренекенсемшĕн усăллă та интереслĕ пултăр тесе июнь уйăхĕнче шкулсем çумĕнче лагерьсем йĕркеленĕ. Йăлмахва пуçламăш шкулĕнче те «Хĕвел» лагерь ĕçлерĕ. Ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе лагерь кашни кунах уçă сывлăшра зарядка тунинчен пуçланчĕ. Кунсăр пуçне вĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç: теннисла, футболла тата ытти вăйăсене юратса вылярĕç. Вĕсем спортра кăна мар, ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ конкурссенче те кăтартрĕç. Уйрăмах «Минута славы», «Поле чудес», «Угадай мелодию» вăйăсем кăмăла кайрĕç. Çак вăйăсенче хăйсен пултарулăхне уйрăмах Даниил Яковлев, Анастасия Албутова, Радмил Фасхутдинов, Александр Албутов кăтартма пултарчĕç. Пур ача та кану лагерĕнче хăйĕн кăмăла каякан кружоксенче вăхăта усăллă ирттерчĕ. Вĕсен канăвне интереслĕ ирттерес тесе Людмила Миронова, Елена Иванова воспитательсем тăрăшрĕç. Альбина Иванова, Алсу Акшева поварсем ачасене тутлă та усăллă апатпа сăйларĕç. Лагерьти хаваслă кунсем ачасен асĕнче нумайлăха юласса шанатпăр.
Г.ФЕТКУЛЛИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика