Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук - асăрханăр!

03 июля 2018 г.

Çу кунĕсем питех те шăрăх тăраççĕ. Çавна май çырма, пĕве-кÿлĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ инкексем ытларах та сиксе тухаççĕ.

Нумаях пулмасть пулса иртнĕ тĕслĕхсем хумхатрĕç. Çĕрпÿ районĕнче июнь уйăхĕн вĕçĕнче каç еннелле 6 çулхи арçын ача пĕвере путса вилнĕ. Унпа пĕрле аслисенчен никам та пулман. Çав кунах Хĕрлĕ Чутай районĕнче те 5 çулхи хĕрача вырăнти пĕвере шыва кĕнĕ чухне ишсе тухайманнипе пурнăçран уйрăлнă.

Кунашкал тĕслĕхсем асăннă уйăхрах тĕп хулара та пулнă. Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче Атăлта 9 çулхи арçын ачана çăлса хăварайман. Вăл хăйĕн юлташĕпе ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕрех шыва кĕме юраман вырăна кайнă та путнă.

Çавăнпа та Чăваш Ен çыннисене Чрезвычайлă лару-тăру министерстви пурне те асăрхануллă пулма ыйтать. Шывăн турачĕ çук. Çакна тĕпе хурса аслисен, ашшĕ-амăшĕн кану вăхăтĕнче тĕпренчĕкĕсене куçран вĕçертмелле мар. Çыран хĕррине ачасене нихăçан та пĕччен е тус-юлташĕпе кăна ан ярăр. Çавăн пекех пĕве тата çырма хĕррисенче выляса çÿрекен ачасене курсан та аякран ан иртĕр. Вĕсене шыв хĕрринчен хăрушлăхсăр вырăна илсе кайăр.

Çуллахи вăхăтра нумайăшĕ тĕрлĕ çĕре канма кайма юратать. Унта вара шыва кĕмесĕр ниепле те чăтса тăраймăн. Уйрăмах шăрăх та пăчă çанталăк юхан шыв, пĕве, кÿлĕ, аяк-ри тинĕс хĕррине васкаттарать. Ун пек чухне вара шыва чăмса тухса кĕлеткене тăтăшах уçăлтарас килет.

Анчах та ăçта та пулин канма кайнă чухне шывра тата çыран хĕрринче харпăр хăйне мĕнле тытмалли çинчен манмалла мар. Тĕрлĕ лару-тăрура хăрушсăрлăха пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Кĕлеткене пиçĕхтермелли чи анлă сарăлнă мелсенчен пĕри вăл - сывлăш тата шыв. Çавăнпа та ирĕкри пĕвене е юхан шыва кĕнĕ чухне хăрушлăха кĕрсе ÿкме пулать. Шыва кĕнĕ вăхăтра çак йĕркене пăхăнни вырăнлă.

Пĕрремĕшĕнчен, хăш-пĕр чир-чĕре пула шыва кĕме юрамасть. Çавăнпа та ăçта та пулин шыва кĕме кайма е канма палăртиччен малтан тухтăрпа канашласа илĕр.

Иккĕмĕшĕнчен, шывпа ашкăнмалли ятарлă вăхăт ирхи 9 сехетрен пуçласа вун пĕрччен, каçхине - 17-19 сехетсем шутланаççĕ.

Виççĕмĕшĕнчен, апатланнă хыççăн тÿрех шыва кĕме юрамасть, малтан 30 минут е пĕр сехет тăхтамалла.

Ишме пĕлни те сире инкеке лекесрен хăтарать. Анчах та профессионал пек ишме пĕлекенсем хушшинче те путнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Апла пулсан мĕнпур категориллĕ гражданинăн та хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнни кирлех.

Пĕве, кÿлĕ е юхан шыв патне çитнĕ-çитмен автотранспорт çинче тарласа, ывăнса пынă хыççăн тÿрех шыва сикме юрамасть. Енчен те сирĕн кану вăхăчĕ йĕркеллĕ ирттĕр е кĕтмен-çĕртен тĕрлĕ лару-тăру сиксе ан тухтăр тесен çак ансат правилăсене пăхăнма тăрăшăр:

- шыва ятарлă вырăнсенче кăна кĕмелле;

- енчен те палламан çĕрте шыва кĕме шутларăр пулсан, малтан тарăнăшне, çыран хĕрринче тата шывра кĕленче ванчăкĕсем, çатрака е ытти çÿп-çап выртманнине тĕрĕслĕр;

- ют çĕрте шыва кĕме тапрансан унта пĕлмесĕр ан чăмăр, мĕншĕн тесен шывра тĕрлĕ çатрака е бетон пулма, унсăр пуçне тарăнăшне пĕлмесĕр шыва чăмни çынна амантма та пултарать;

- вăйă тавраш вăхăтĕнче те шывра асăрхануллă пулмалла. Выляса та пулин пĕр-пĕрне алă-ураран тытса ишме чăрмантарнăран çын е ача шыв çăтса тултарма, тăн çухатма пултарĕ;

- ишнĕ вăхăтра кĕтмен-çĕртен урана шăнăр хуçлатрĕ-тĕк тÿрех пулăшу ыйтăр;

- эрех-сăра сыпнă хыççăн ÿсĕрле шыва кĕме ан кайăр. Кун пек чухне инкек юнашарах çÿренине асра тытăр.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

 

 
 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика