ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, спортра та маттур

03 июля 2018 г.

Июнĕн 29—30-мĕшĕсенче Элĕк районĕнчи Питĕшкасси тăрăхĕнчи Анаткас ялĕнче Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсен тата муниципалитет служащийĕсен кунне паллă тума республикăри мĕнпур район администрацийĕн командисем пухăннă. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Александр Федотов, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правлени председателĕ, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламласа спорт вăййисенче ăнăçу суннă.
Кăçалхипе пуçлăх тата муниципалитет служащийĕсен кунне 11-мĕш хут йĕркелерĕç.
Анаткас çывăхĕнчи лапам икĕ куна хăйне евĕрлĕ пысăк яла çаврăннă. Районсенчен килнĕ кашни команда кĕске вăхăтлăха кунта çурт-йĕр «çавăрнă».
Чи малтанах район администрацийĕсен пуçлăхĕсен хăйсен вăйĕпе хастарлăхне кăтартма тивнĕ, вĕсем çавапа утă çулса ăмăртнă.
Спорт вăййисенче те хастарлăхпа палăрнă ĕçченсем, унпа пĕрлех ГТО нормативĕсене пурнăçлассинчен те айккинче юлман.
Тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлессипе те ăмăртма тивнĕ районсен командисен. Ку енĕпе Комсомольскисем 2-мĕш вырăна тухнă.
Спорт ăмăртăвĕсенче палăрнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чысланă. Çавăн пекех ĕçре палăрнисем те тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Районти Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхне Альберт Кузьмина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысланă. Альберт Германович ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче 8 çул ĕçлет. Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах тĕпленнĕскер, тăван ен пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшать. Юлашки 8 çулта Кайнлăк ял тăрăхĕн инфраструктура тытăмĕ чылай лайăхланнă. Урамсене çĕнĕ çул сарнă, чылайăшне юсаса çĕнетнĕ. Унпа пĕрлех вырăнти культура çурчĕсене те тĕпрен юсама май çитернĕ. Граждансен пуçарăвĕсене тĕпе хурса йĕркелекен бюджет мелĕпе те ял тăрăхĕнче проектсем сахал мар пурнăçланаççĕ. Альберт Кузьмин пуçаруллă пулнăран тата çыннисем тăрăшуллăран ял уявĕсене йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Унпа пĕрлех спорт мероприятийĕсем те сахал мар иртеççĕ. Сăмахран, Николай Гаврилов, Борис Лебедев ячĕсемпе футбол турнирĕсене кашни çулах йĕркелеççĕ. Мероприятисене ял çыннисем хаваспах хутшăнаççĕ.
Каçхине мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕн команди хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çапла майпа вĕсем яра куна пÿлĕмре хут çырса анчах ларманнине, юрă-ташă енĕпе те пултаруллă пулнине çирĕплетсе панă. Ахальтен мар Комсомольски районĕн команди «Чи пултаруллă коллектив» номинацире 2-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика