Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ

03 июля 2018 г.

Çĕр ĕçченĕ хальхи вăхăтра иртен пуçласа каçчен выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлет. «Слава» ЯХПКра та уяр кунсемпе туллин усă кураççĕ. Вĕсем паянхи кун тĕлне 115 гектар çинчен çулнă курăкран 650 тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çав вăхăтрах хĕрсех утă та çулаççĕ, типĕтсе, пресласа кĕртеççĕ. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче иккенне манмастпăр», — тет асăннă хуçалăх ертÿçи Михаил Буслаев.
Сенаж хунă çĕрте Валерий Петрушкинпа Денис Владимиров механизаторсем тăрăшаççĕ. Вĕсем Сергей Грачев, Владимир Петрушкин, Валерий Тимофеев, Вячеслав Челаков, Андрей Поликарпов, Сергей Падюкин ĕçченсем турттарса килнĕ ешĕл массăна таптаса тăраççĕ. «Палесье» тата «Волга» комбайнсемпе Владимир Ксенофонтовпа Александр Шамбуллин ĕçлеççĕ. Механизаторсем иккĕшĕ те опытлă, пĕр ĕçрен те пăрăнмаççĕ, хушнине яланах пахалăхлă та кĕске вăхăтра пурнăçлаççĕ. Ĕçченсен, хăйсен пĕтĕм кун-çулне тăван уй-хирпе çыхăнтарнăскерсен, тырпула пÿлмесене пухса кĕртнине хăйсен куçĕсемпе курса ĕнениччен те чунĕсем лăпланмаççĕ.
— Пирĕн ĕçченсем — чи маттуррисем, вĕсемпе чăннипех те мухтанмалăх пур. Механизаторсенчен чылайăшĕ хуçалăхра нумай çул ĕçлет, — терĕ Владимир Соколов.
Сăмах май каласан, арçын пенсире пулсан та, яра кун ĕçре. Вăл сенаж хунă çĕрте тар тăкать: хиртен çитнĕ ешĕл массăна виçсе кĕртет, автотранспортсен борчĕсене уçса-хупса тăрать, ун çине тăварпа хутăш консервантсем сапать. Унăн пулăшуçи – Альбина Ижедерова зоотехник.
— Люцерна, клевер йышши ытти курăк выльăхшăн тутлăхлă апат шутланать, консервант вара унти мĕнпур витамина упраса хăварма май парать. 170 пуç сăвăнакан ĕне валли хĕл кунĕнче апат чылай кирлĕ. Çавăнпа та май пур таран тăрăшатпăр, — терĕ хĕрарăм ăшшăн йăл кулса.
«Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хĕрÿ тапхăрти вăхăт мĕн тери хаклине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та паянхи ĕçе ырана хăварасран асăрханса ĕçлеççĕ.
А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика