Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртнă ĕçре…

03 июля 2018 г.

Паянхи кун çамрăксем шкул вĕренсе пĕтерсен Раççейĕн тĕрлĕ хулисенчи вĕренÿ учрежденийĕсене çул тытаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ, дипломлă специалист пулса тăнă хыççăн, хуларах юлма тăрăшаççĕ. Çав вăхăтра вара, иккĕмĕшĕсем, яла таврăнса ĕçе кÿлĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, Дмитрий Никоновах илер. Каччă Хурнай ялĕнчи вулавăшра ĕçлет.
— Юратнă ĕçре чун канăçне тупрăм, çавăнпа та унта савăнса, чун туртнипе çÿретĕп. Кĕнеке — манăн çывăх тус, — тет вăл яланах.
Дима 1993 çулхи май уйăхĕнче кун çути курнă. Вăл Хырхĕрри тĕп шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Арçын ача шкулта чухнех физика, математика, информатика предмечĕсене кăмăлланă, сăнарлă ÿнерпе кăсăкланнă. Сăмах май, йĕкĕт халĕ те сăрă-киçтĕкпе туслă.
— Дима шкулта аван ĕлкĕрсе пыракансенчен пĕриччĕ. Вăл ашшĕ-амăшне яланах лайăх паллăсемпе кăна савăнтарнă. Арçын ача район, республика шайĕнче иртнĕ конкурс-олимпиадăсене хутшăнса Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене, Дипломсене тивĕçнĕ, — аса илеççĕ çамрăкăн вĕрентекенĕсем.
Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Дима И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче телекоммуникаци енĕпе пĕлÿ илет. Вĕреннĕ вăхăтрах каччă менеджерта тăрăшать. Аллине ĕç профессийĕ илнĕ хыççăн Дима Мускавра ĕçлет. Унта та Дима вăр-варлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрать.
— Хула сывлăшĕ питĕ йывăр, йĕри-тавра шăв-шав хуçаланать. Çавăнпах тăван тăрăха килме тĕв тытрăм, — тет Дима.
Яла таврăнсан каччăна ялти вулавăшра ĕçлеме сĕнеççĕ. Çамрăк хаваспах килĕшет.
Интернет саманинче пурăнатпăр пулин те кĕнеке вулама юратакансем те чылайăн. Вĕсен шучĕ 360 çынпа танлашать. Чи аслă вулакан — Александра Григорьевна Иванова. Хĕрарăм Вăрман-хĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнать.
— Аслăрах çулхисем чăваш литературипе кăсăкланаççĕ, вăтам çулхисем вара — хаçат-журнал вулаççĕ. Шкул çулне çитмен ачасем ÿкерчĕклĕ журналсем юратнине шута илсе «Тетте» е çавăн йышши ытти журналсене те çырăнтăмăр. Ачасем — манăн çывăх туссем. Вĕсемпе эпĕ тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретĕп, конкурссене хутшăнтарса шăпăрлансен пĕлĕвĕсене тата та ытларах тарăнлатма тăрăшатăп. Наркомани, пируспа эрех сиенĕ çинчен калаçусем ирттеретĕп, — вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарать вăл.
Хастар та тăрăшуллă, çамрăксемпе çамрăк, ватăпа ватă пек ырă кăмăллă йĕкĕте ял çыннисем хисеплеççĕ. Вулавăша çÿрекенсем унран тĕрлĕрен сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Дима вара вĕсене пурне те май пур таран пулăшма тăрăшать.
— Паянхи кун ялта та хуларинчен кая мар: газ пур, Интернет ĕçлет, шывĕ те кранранах юхать… Сывлăш уçă та таса, йĕри-тавра вăрман. Кăн-кăвак тÿпери кайăк сасси чуна савăнтарать, пурăнас, ĕçлес, савăнас килет. Мĕн тери аван-çке ялта;! Çавăнпа та çамрăксене ялтах тĕпленме сĕнес килет, — терĕ вăл калаçăва вĕçленĕ май.

Н.ЕРШОВА.
Хурнай ялĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика