Убеевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Кузнецов — иккĕмĕш

03 июля 2018 г.

Иртнĕ эрнекун Элĕк районĕнчи Питĕшкасси ял тăрăхне кĕрекен Анаткас Çулавăш ялĕ çывăхĕнче Пуçлăх тата муниципаллă служащин кунĕ иртнĕ. Республика шайĕнчи мероприяти шучĕпе XI пулнă. Тупăшăва районсемпе хуласен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсем, муниципаллă служащисем хутшăннă. Пысăк спорт уявне пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев саламланă. Унта пĕтĕмпе 26 команда хутшăннă. Ăмăрту программинче хутăш эстафета (шывра ишесси, велоспорт, çăмăл атлетика), мини футбол, волейбол, ГТО нормативĕсене парасси, “Богатырь глава” виçĕ енлĕ кĕрешỹ, чи ла-йăх курăк çулакана палăртасси пулнă. Çавăн пекех унта кил-çурта илемлетессине, тутлă апат-çимĕç ха-тĕрлессине тата пултарулăх номерĕсем кăтартассине кĕртнĕ. Тупăшусенче Красноармейскисем хăйсене лайăх енчен кăтартнă. “Коси, коса, пока роса” конкурсра пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов иккĕмĕш пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Убеево, ул.Сапожникова, д.6
Телефон: 8(83530) 33-2-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика