Чутеевское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никама та манман, нимĕн те манăçман ( ЯЛ ĚÇЧЕНĚ)

27 апреля 2018 г.

Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн юн тăкнă, тылра хастар ĕçленĕ çынсене эпир яланах чи ăшă туйăмпа, чун – чĕререн тав туса асăнатпăр.Тăватă çул пынă хăрушă вăрçă çулĕсене епле манăн? 27 миллион çын пурнăçĕ татăлнă, мĕн чухлĕ куççуль тăкăннă. Вăрçăран хăрушши, тискерри нимĕн те пулман та, пулас та çук.

      Пирĕн халăх кар тăрса хăрушă та вăйлă тăшмана çĕнтерчĕ. Нацистла Германи Европăн пĕр çĕршывне кăна мар хăйне пăхăнтарчĕ. Анчах совет халăхĕ парăнмарĕ. Фашистсене çĕнтерсе пĕтĕм тĕнчене ирĕклĕх парнелерĕ. Хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр пӳçĕсене хунисене асăнса кашни хулара, ялта палăксем лартнă. Вĕсен умне чĕрĕ чечексем хуратпăр. Вăрçăран таврăнайманнисене, ветерансене нихăçан та манмăпăр.

     Чутей ялĕнчен 275 çын фронта тухса кайнă. Тен, ытларах та хутшăннă. Вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăрсене асра тытса вăтам шкулта тата клубра ял çыннисем (хулара пурăнакан ентешсем те) тăрăшнипе «Через года, через века, помните» ятлă стендсем туса çакнă. Ял администрацийĕ çак пысăк ĕçе хутшăнакансене чĕререн тав тăвать, телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунать.

 З. Иванова.

 

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика