Сюрбей-Токаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


 

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кал-кал пыни – пĕр-пĕрне ăнланнинче

29 июня 2018 г.

Анчах çеç, акă, çĕр ĕçченĕ çур акине васкатчĕ, паян вара вăл иртенех нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксен пуссинче тар тăкать. Унăн тĕллевĕ — уяр кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курса çитес хĕл валли ытлă-çитлĕ выльăх апачĕ янтăласси.
Тĕслĕхрен, «Восток» ЯХПКнах илер. Кунта паянхи кун утă çулаççĕ, тавăраççĕ, типĕтеççĕ. Хатĕрскере пресс витĕр кăларса пуçтарса кĕртеççĕ.
— Светлана Белкова бригадир ертсе пынипе хирти ĕçсем кал-кал пыраççĕ, — терĕ Валерий Михеев председатель.
— Турттарса килнĕ утта Андрей Захаров МТЗ-82 тракторпа купаласа пырать.
Хуçалăхра симĕс ĕççи маршручĕсем сенаж-силос траншейине те çитнĕ. Люцернăран сенаж хунă çĕрте Геннадий Бормотин тăрăшать. Вăл Роберт Белков, Николай Хлебников, Викентий Ятманов, Леонид Зайцев водительсем турттарса килнĕ ешĕл массăна тракторпа таптать. Хирте вара, комбайн çинче, Юрий Белков механизатор ĕçлет. Сăмах май каласан, хуçалăх ĕçченĕсем сенажпа силоса, хĕл каçма, виçĕ пин тоннăран, утă-улăма — пин тоннăран кая мар хатĕрлеме палăртнă.
— Тыр-пула вăхăтра акса пĕтертĕмĕр. Анчах та пысăк тухăç илес тесен ку çеç çителĕксĕр çав, çуракинче акнă культурăсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерессипе сахал мар ĕç туса ирттермелле, — терĕ опытлă ертÿçĕ.
Хальхи вăхăтра «Восток» ЯХПКра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пурне те çум-курăкран им-çамланă. Шăрăх çанталăк тăнине шута илсе тĕрлĕ сăтăрçăсенчен те хÿтĕленнĕ.
— Пирĕн хуçалăхра 700 яхăн мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 266 пуçĕ — сăвакан ĕнесем. Механизаторсемпе водительсем тата ытти ĕçченсем хĕл кунĕ выльăх-чĕрлĕх тутă пулччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Тавтапуç вĕсене, ăнланнишĕн, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе хуçалăха 20 çула яхăн ертсе пыракан Валерий Геннадьевич.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

 

Система управления контентом
429151, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Сюрбей-Токаево, ул.им.Пожеданова, д.20а
Телефон: 8(83539) 44-2-47, 44-2-01
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика