Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Программа пурнăçа кĕрсе пырать

29 июня 2018 г.

"Ачасен спорчĕ" федераллă парти проекчĕн регионти координаторĕ, регионти политканаш партийĕн членĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕ - хулари депутатсен Пухăвĕн председателĕ Н. Владимиров тата республикăри Обществăлла палатăн социаллă политика, сывлăха сыхлас тата граждансен пурнăç пахалăхĕ енĕпе тимлекен комисси председателĕн çумĕ, "Чăваш Республикин фитнес-аэробика федерацийĕн" пĕрремĕш президенчĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ О. Вербина пирĕн районта пулчĕç. Вĕсем район администраци пуçлăхĕн çумĕпе, строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕпе Р. Ямалетдиновпа "Ачасен спорчĕ" парти проекчĕпе "Ялти физкультура тата спортпа занятисем ирттермелли условисем туса памалли" программăна пурнăçа кĕртсе пыракан ĕçсемпе - Треньелĕнчи пуçламăш шкул-садри, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти (иртнĕ çул спортзалсене тĕпрен юсанă) - паллашрĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти спортзала сăн кĕртекен юсавпа интересленчĕç. 

Çỹлерех асăннă программăпа килĕшỹллĕн юлашки çулсенче район территорийĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсенчи 9 спортзала тĕпрен юсанă. Вĕсене ял çамрăкĕсемпе аслăрах çулхисем те кăмăлтан çỹреме пултараççĕ.

- Яллă вырăнта асăннă проект ĕçе кĕни спорта юратакан кашни çынна хавхалантарать, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма май парать,-тет Р. Ямалетдинов.

Хăнасем килĕшỹпе çырăннă контракт пурнăçа кĕнипе кăмăллă, подрядчиксем хăйсен умĕнчи тĕллевĕсене чыслăн пурнăçласса шаннине палăртрĕç, строительство ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçласа пыма сĕнчĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика