Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен, ÿс, çĕклен эс, хăватлан

26 июня 2018 г.

Республика кунĕ — Трак тăрăхĕнче
Республика кунĕ кăçал Красноармейски тăрăхĕнче иртрĕ. «Факел» стадионта йĕркеленĕ уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Наци Конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Красноармейски район пуçлăхĕ Олег Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов тата ытти сумлă хăна хутшăннă.
«Чăваш халăхĕ яланах ĕçчен пулнă. Пысăк ĕçсене нимелле ирттернĕ. Трак енче пурăнакансене уява пурин кăмăлне каймалла йĕркеленĕшĕн, района хăтлăх кÿнĕшĕн тав тăватăп. Уява тĕрлĕ вырăнта ирттересси ырă йăлана çаврăнчĕ. Ку питĕ аван. Сире малашне тата пысăк ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунатăп», — тенĕ Михаил Игнатьев Республика кунĕпе саламланă май.
Уявра ĕçре пуçаруллисемпе хастаррисене Чăваш Республикин Хисеп хучĕсемпе, ытти наградăпа чысланă.
Михаил Игнатьев тĕрлĕ ял тăрăхĕ хатĕрленĕ хăна картишĕсемпе, пултаруллă çынсен ăсталăхĕпе хавхалансах паллашнă.
Çак кун вара Красноармейски районĕнчи Именкассинче çĕнĕ ФАП хута янă. Ял çыннисемшĕн ку çав тери кĕтнĕ парне. Асăннă пункт 4 ял халăхне, 400 ытла çынна тивĕçтерет.
Пултарулăхĕ иксĕлми
Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăннисем — хамăр республикăн тата çĕршывăн 20 ытла регионĕнчи 40 ытла коллективĕ Шупашкарти пултарулăх лапамĕсенче, Чăваш Енри тĕрлĕ районта, çав шутра пирĕн районта та, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Гала-концерта хутшăннă ушкăнсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Хулари чи илемлĕ тÿремре чăваш, тутар, вырăс, коми, пăлхар, çармăс, удмурт тата ытти халăх кĕвви-çемми хуçаланнă. Халăх пултарулăхĕн фестивалĕсем, конкурсĕсем çĕршыври тĕрлĕ халăх çыннисемпе çывăхланма, пĕр-пĕрин пирки ытларах пĕлме пулăшаççех.
Пĕтĕм чăвашсен 6-мĕш Акатуйĕ Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ. Уяв программи çав тери кăсăклă та тĕрлĕ енлĕ пулнă. Кун пирки Акатуя хутшăннă «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн ертÿçи Альбина Кокшина çирĕплетет:
— Савăнăçлă мероприятире мĕнпур халăх савăнса хăйĕн кăмăлне тултарчĕ. Республикăри районсемпе хуласенчен, ытти регионсенчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем пуçтарăннисене юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç. Акатуй пире пĕрлештерекен чи пысăк та çутă уяв.
Халăх вокал ансамблĕпе пĕрлех Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне «Островок» ташă ушкăнĕ те çитнĕ.
Республика кунĕнче Шупашкарта Ачасен пĕрлештернĕ хорĕн уяв концерчĕ пулнă.
Пĕтĕмпе республикăри 50 ытла ушкăн пĕр чăмăра пухăнса халăха хăйсен юррисемпе савăнтарнă. Чăваш Енри ачасем, 9 çултан пуçласа 14 çула çитнисем, çак кун тĕп сцена çине тухнă. Ачасен пĕрлештернĕ хорне Раççей халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капеллин тĕп дирижерĕ Морис Яклашкин ертсе пынă.
Уяв концерчĕн программинче паллă юрăсем — «С чего начинается Родина», «Тăри» /Жаворонок/, «Тăвансемĕр, тав сире» /Спасибо, родные/, «Дорога добра», «Катюша», «Улица мира» тата ыттисем янăранă. Çак хор йышĕнче районти искусство шкулĕнче ăсталăхне туптакан 25 вĕренекен пулнă.
— Республикăри ачасен пĕрлештернĕ хорĕнче эпир иккĕмĕш хут юрлатпăр. Ачасем унта хаваспах каяççĕ. Тĕлĕнмелле пысăк хор йышĕнче юрлани ачасен, педагогсен туйăмĕнче мăнаçлăх çуратать. Вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнса илемлĕ юрăсене куракансене парнелерĕç. Çанталăк шăрăх тăни те хăратмарĕ вĕсене. Маттур, —терĕ музыка учителĕ Ираида Спиридонова.
«Ачасем илемлĕ юрланипе кăмăл тулать. Вĕсем чуна çĕклеççĕ. Тавах сире, пире хитре юрăсем парнеленĕшĕн. Яланах тĕнчере мирлĕ пурнăç, юрату, килĕшÿ хуçаланччăр», — тенĕ Михаил Игнатьев.
Курав уçăлнă
Республика кунĕнче Наци музейĕнче Раççейри этнографи музейĕн /Санкт-Петербург/ экспоначĕсен «Йĕппе эрешлени…» куравĕ уçăлнă. Вăл республикăра пурăнакансене тата хăнасене XVIII—XX ĕмĕрсенчи япаласемпе паллаштарать.
Проект Санкт-Петербургра чăваш культура кунĕсене йĕркеленĕ чухне ЧР Культура министерствипе Раççей этнографи музейĕ пĕрле ĕçлеме килĕшÿ тунăран пурнăçланса пырать. Кунта Атăлçи, Урал тăрăхĕнче, Вăтам Азире, Казахстанра, Çĕпĕрте, Аякри Хĕвел тухăçĕнче пурăнакан 40 ытла халăхăн эрешлесе илемлетнĕ тумтирне кăтартнă. Сăмах май, Раççейри этнографи музейĕнче чăваш халăхĕн 4 пин ытла хатĕрĕ упранать. Пĕр пайне халĕ шăпах Шупашкара илсе килнĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев курава уçнă май унта ачасемпе пĕрле çитсе курма сĕннĕ. Раççейри этнографи музейĕн пуçлăхĕ Владимир Грусман Шупашкара пĕрремĕш хут килнине палăртса Туслăх кĕперне хывнăшăн тав тунă.
Мускав команди — çĕнтерÿçĕ
Шупашкарта фейерверксен Пĕтĕм тĕнчери ХI фестивальне кăçaл Шупашкар, Мускав, Санкт-Петербург, Симферополь тата Казахстан Республикин командисем хутшăннă.
Ахаль фейерверк çеç мар, кашни команда хăйĕн валли ятарлă тема суйланă. Тÿпере пин-пин тĕcпе ялкăшнă май вĕceне «вулама» та май килнĕ, туслăxпа тăванлăx, килĕшÿпе çyраçy, юрату.
Фестиваль çĕнтерÿçине вара республикăра пурăнакансем суйларĕç. Тĕп парнене — фестивалĕн Гран-прине чи лайăx команда тивĕçнĕ. Вăл — Мускав команди. Ăна Хĕрлĕ тÿремре, «Мăнаçлан, Чăваш Ен!» гала-концерт вăxăтĕнче чысланă.
Килĕштерсе ĕçлесси
Тĕп хулари Хĕрлĕ лапамра çĕртме уйăхĕн 23—24-мĕшĕсенче Регионсен хушшинчи XXV «Регионсем — чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» курав ĕçленĕ.
Кăçал промышленноç, строительство, наука, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, ытти отрасль аталанăвне кăтартакан курава уçă вырăнта йĕркеленĕ. Организацисемпе предприятисен представителĕсем хăйсен продукцийĕпе, халăха кÿрекен пулăшупа туллин паллаштарнă.
А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

      

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика