Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă ĕмĕтпе, ырă шанăçпа…

26 июня 2018 г.

Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн ăсату каçĕ чи çутă та савăнăçлă, çав вăхăтрах кăшт хурлăхлă, пăлхануллă уяв. Ĕнер кăна шкул ачи пулнă çамрăксем вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан документа — аттестата — алла илсе аслă пурнăç çулĕ çине ура ярса пусаççĕ.
Июнĕн 23-мĕшĕнче район центрĕнче выпускниксен парачĕ шавлăн иртрĕ. Унта тăхăр вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ яшсемпе пикесем хутшăнчĕç. Ывăл-хĕрĕсене, мăнукĕсене çак паллă кунпа саламлама ашшĕ-амăшĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕсем, ытти çывăх тăванĕсем те чылайăн пуçтарăнчĕç. Сăмах май каласан, кăçал вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестата районта пурĕ 165 çамрăк алла илчĕ.
Выпускниксем хушшинче вĕренÿпе спортра хастаррисем, «Орленок» çарпа спорт вăййисен участникĕсем, Чăваш Республикин тата район администрацийĕн пуçлăхĕсен стипендиачĕсем, Пĕтĕм Раççейри, республикăри предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулчĕç. Савăнăçлă уява Иван Советников саксофонист уçрĕ. Ун хыççăн выпускниксем пухăннисене полонез парнелерĕç.
Чăн малтан районти вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Антонова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Геннадий Длинов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Вера Семенова тата ыттисем те сăмах илчĕç. Вĕсем çамрăксене шкултан вĕренсе тухнă ятпа ăшшăн саламларĕç, малашнехи пурнăçра телейпе ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем сунчĕç.
— Ачалăх, эсир каярах тÿпене вĕçтерекен тĕрлĕ тĕслĕ шарсем евĕр, шăппăн çеç шуса иртрĕ. Ун вырăнне халь çунатлă çамрăклăх çитрĕ. Умра — çĕнĕ тапхăр. Вăл сире, çавăн пекех кун-çул парнеленĕ çынсен чун-чĕрисене те хумхантарать. Апла пулин те эсир, паянхи выпускниксем, сирте çĕршыв пуласлăхĕ иккенне нихăçан та ан манăр. Аçăр-аннĕрĕн, тăван шкулăн, районăн тата хăвăрăн ятăра яланах çÿлте тытăр, — терĕç вĕсем выпускниксене ăшă сăмах каланă май.
Лариса Антонова республика тата район администрацийĕн пуçлăхĕсен стипендиачĕсене, Пĕтĕм Раççей ша-йĕнче иртнĕ олимпиадăсен призерĕсемпе çĕнтерÿçисене, вĕренÿпе спортра, обществăлла ĕçре хастаррисене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Чи маттур вĕренекенсене — Герман Артемьева, Наталья Воробьевăна, Анастасия Горбуновăна, Станислав Гордеева, Вивея Задоновăна, Николай Миронова, Екатерина Наумовăна, Наталия Николаевăна, Дарья Соловьевăна, Татьяна Соловьевăна, Динара Хайртдиновăна, Элла Ярышевăна, Анастасия Исаевăна, Аделияпа Адения Купировасене, Стас Курицына, Лейсан Минуллинана, Зулия Сазиевăна, Диана Санатуллинана, Станислав Чернова, Александра Черновăна, Язиле Ямальтдиновăна, Энжегель Абеевăна, Разиля Азмухановăна, Илфат Гарефетдинова, Диля Гибаевăна, Резиля Зиатдиновăна, Айназ Камартдинова, Гельназ Камартдиновăна, Эльзира Сартдиновăна, Алсу Чумаровăна, Зульфия Шафигулловăна, Ольга Евдокимовăна, Лейсян Валиулловăна, Разиля Гайняловăна, Алиса Голубевăна, Ольга Трескинана, Арина Яковлевăна — медальсемпе саламларĕ.
— Аттестат вăл — çитĕнни çинчен калакан патшалăх докуменчĕ, ĕçпе пурнăçа хатĕррине те вăлах пĕлтерет. Анчах та халĕ сирĕнпе ырă йăлана аса илсе тупа тăвар, — терĕç ертÿçĕсем. Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăранă тапхăрта выпускниксенчен чылайăшĕ куççульленчĕ.
Шкул вальсĕ… Пăлхануллă самант… Хăнасен юрри-ташши, кĕвви-çемми… Канăçсăррăн тапакан чĕресем… Малашнехи çутă ĕмĕтсемпе ырă шанăç, тĕллевсем… Шкул партипе сывпуллашакансем пурте пĕрле кар! тăрса тÿпене тĕрлĕ тĕслĕ шарсем вĕçтерчĕç. Ку вара — тăхтавсем вĕçленнин чăн символĕ. Пухăннисем уяв вĕçĕнче «Игра с огнем» фаер-шоу курса киленчĕç. Мероприяти салют янипе вĕçленчĕ.
Телейлĕ çул сана, выпускник!
А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика