Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр! кĕрлерĕ Сабантуй

26 июня 2018 г.

Урмаел салинче иртнĕ Cабантуй ача-пăчасен шавлă та савăнăçлă сассипе уçăлчĕ.
Вырăнта, çавăн пекех кÿршĕ ялта, Тукай Мишерĕнче, кун кунлакан шăпăрлансемпе пĕрле инçетри Йошкар-Ола хулинчен килсе çитнĕ ачасем халăха хăйсем йĕри-тавра пуçтарчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Юрласа та ташласа, халăх инструменчĕсемпе выляса вĕсем пухăннисен кăмăлĕсене татах та уçрĕç, таланчĕпе тĕлĕнтерчĕç.
Тукай Мишер тата Урмаел ялĕсен имамĕсем вуланă кĕлĕ хыççăн чăн-чăн уяв пуçланчĕ. Сăмах май, Cабантуя кĕлĕ вуласа уçасси — вырăнти ырă йăласенчен пĕри. Имамсем пухăннă халăхпа курма килнĕ хăнасене уявпа ăшшăн саламларĕç, медресере вĕренекен ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç.
Уяв программи питĕ пуян та анлă пулчĕ. Вăл «Керван-мираспа» пуçланчĕ. Праçнике тăсакансем — Урмаелĕнчи «Мишар» тата «Тамчы» ансамбльсем. Артистсем пухăннисене тутар халăх юрри-ташшине парнелерĕç.
Сабантуя Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, «ЧР наципе культура автономийĕ» обществăлла организацин председателĕ Ферит Гибатдинов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Вĕсем пурне те савăнăçлă уявпа саламларĕç, ĕçре хастаррисене Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.
— Тутарстан Республикин Культура министерствине пысăк тав. Вăл пире сума суса асăнмалăх хаклă парне турĕ. Ку — кÿршĕ регионтан килсе çитнĕ тутар халăхĕн тава тивĕçлĕ артисчĕсем Зехре Шарифуллинапа Азат Халимов. Уява сăн кĕртекенсен шутне Игорь Дмитриев, Ремиле Зинетуллина, Ильдар Гадельшин артистсене те кĕртессĕм килет, — терĕ Ферит Гибатдинов.
Сабантуя Чăваш Республикин тĕп хулинчи «Ялкын» ансамбль те килнĕ. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне килнĕ «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнакансене Урмаелĕнчи Сабантуйра курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Ара, пурте пĕрле харăссăн кар! тăрса савăннине мĕн çиттĕр;!
Уявра спортсменсем те тупăшрĕç. Армрестлинг, кĕрешÿ, «чÿлмеке ват», «автан хыççăн чуп» вăйăсене халăх йышлăн хутшăнчĕ. Сабантуй тĕрлĕ халăха — чылай çул пĕр-пĕрне курман юлташсемпе пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшсене, ял-йышсене, пурне те — пĕрле пĕрлештерчĕ. Ку вара, чăннипех те, чи пахи.

Г.ГИНАТУЛЛИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика